Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юман пек çирĕп пул, Тимĕр!

22 октября 2014 г.

Юман пек çирĕп пул, Тимĕр!

Район центрĕнчен аякра вырнаçнă пулсан та, Хĕрлĕ Васан паççулкки яланах манăн чуна çывăх. Çак пĕчĕк ялта манăн тăвансем пурăнатчĕç. Кунта утмăл çул каялла Пукрав умĕн Вова ятлă ывăл çут тĕнчене килнĕ.Çакăнтан пуçланнă та унăн чăннипех пархатарлă кун-çулĕ, амăшĕн савăнăçĕ. Ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман Вова: ем-ешĕл çеремлĕ урам тăрăх çарран чупнă, çывăхри пĕчĕк çырмара алăпа пулă тытнă, амăшне выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп пăхма, пахча-çимĕç шăварма, çум çумлама пулăшнă. Ỹт-пỹ енчен тĕреклĕскер, пĕчĕкренех вăйсăррисен хутне кĕнĕ. Ỹсерехпе сумкка çакса шкула чупнă, малтан - тăван ялта, унтан - Анат Чаткасра, каярахпа Тутарстанри Упи шкулĕнче ăс пухнă. Хĕрлĕ Васан паççулкки пирки калаçнă май, çак пĕчĕкçеç кăна ялта чăваш халăхĕн тепĕр мухтавлă ывăлĕ - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаков çуралса ỹснине те асăнас килет. Вовăпа Гена мĕн пĕчĕкренех туслă пулнă, халĕ те питĕ çывăх пурăнаççĕ. - Упи шкулне хир-хир урлă çуран е йĕлтĕрпе çỹренĕ чух пуçăма сăвă йĕркисем пырса кĕретчĕç, - аса илет паян республикăри паллă ученăй Владимир Михайлович Терентьев. - Тăван тавралăх илемĕ мана пурнăçа юратма вĕрентрĕ пуль. Яланах пысăка вĕренсе анне пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас шухăшпа çỹреттĕм. Тавах Турра, аннем - Роза Петровна - паян кун та сывах-ха. Мана вăл пурăнма тата ĕçлеме вăй-хал парса тăрать. Манăн сăвăсене, поэмăсене анне пăхмасăр калама вĕренет. Çамрăк мар вĕт-ха вăл - 86 çулта! Салтак службинче пулнă хыççăн Владимир Терентьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕрет. Кăнтăрла вĕренет, каçхине заводра ĕçлет. Туртас, ĕçес, чаплă тумланас шухăш та пулман çамрăк çыннăн. Çăмăл мар пурнăç иртĕнтермен ăна. Университета лайăх паллăсемпе кăна пĕтерсен Таджикистанри Яван хулинче ĕçленĕ. Тăван республикăна таврăнсан та яваплă ĕçсенче вăй хунă: участок ертỹçи, инженер, тĕп инженер... Ĕçленĕ хушăрах университетри журналистика факультетне пĕтернĕ, тĕнчери тĕнсен наукине (богословие) тĕпченĕ. Атăл тăрăхĕнчи халăхсен университетĕнче психологи факультечĕн деканĕ, ректор çумĕ пулнă. 2007 çулта Владимир Михайлович философи наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Конкурсра çĕнтерсе, Чăваш патшалăх университечĕн политологи кафедрин деканĕнче ĕçлеме пуçланă. В.М.Терентьев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне наукăпа тата пултарулăх ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл хаçат-журналта сăвăсемпе поэмăсем пичетлет, статьясем çырса çутă кун парнелет, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарать. Владимир Михайлович хамăрăн мухтавлă ентеш М.Р.Федотов академик пултарулăхĕ çинчен "Духовное наследие академика М.Р.Федотова" (пĕрремĕш кĕнеке, 2008 çул), "Духовное наследие академика М.Р.Федотова" (иккĕмĕш кĕнеке, 2011 çул), "Гражданская позиция академика М.Р.Федотова" (2013 çул) хулăн кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Владимир Михайлович - халăх академикĕ, М.Р.Федотов академик ячĕллĕ Ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ. Кулленхи ĕçре ăна пысăк çемйи - амăшĕ Роза аппа, мăшăрĕ Вера Иосифовна, ывăлĕн Викторăн çемйи (Виктор Тимирязев ячĕллĕ академи пĕтернĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнать), Оля хĕрĕ (вăл врач), Даниил ывăлĕ (инженер-программист, блогер), Мария хĕрĕ (университетăн экономика факультечĕн студентки), Таня хĕрĕ (10-мĕш класра вĕренет, художник) вăй-хал парса тăраççĕ. 60 çул тултарнă ятпа Владимир Михайловича пĕтĕм ял-йыш, Терентьевсен, Мурзинсен, Макаровсен çемйисем тата тус-юлташĕсем хĕ- рỹллĕн саламлаççĕ, юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Ăс-хакăлу тĕрекленсе пытăр, тăван халăха çĕнĕрен-çĕнĕ хайлавсемпе савăнтар, хаклă çыннăмăр!

Г.МУРЗИНА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Виçпỹрт Шăмăршă . 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика