22 октября 2014 г.
Çак кунсенче районти икĕ телейлĕ мăшăр - çур ĕмĕр ытла юратса та килĕштерсе пурăнаканскерсем- "изумруд" юбилее чаплăн паллă турĕç. Вырăс Чукалти Николай Николаевичпа Лидия Сергеевна Степановсем тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Николай Николаевич 20 çул ытла "Волга" колхозра трактор бригадине ертсе пынă, каярахпа снабженец пулнă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна темиçе хутчен те Хисеп Грамотипе чысланă. Унăн мăшăрĕ - Лидия Сергеевна та тăван колхозра ĕçленĕ, ырă ят çĕнсе илнĕ. Степановсене иккĕшне те "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Çулĕсем чылай пулнине пăхмасăр, килти хуçалăхра тăрăшаççĕ, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене çитĕнтерме пулăшаççĕ. Степановсен çемйи "Районти чи лайăх çемье" конкурса та хутшăннă. Юбилярсене саламлама Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕпе район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем килнĕ. Ялти "Ивушка" вокал ансамблĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă. Патирекри Борис Александровичпа Валентина Федоровна Хорьковсем пĕрле пурăнма тытăннăранпа та 55 çут çитнĕ. Вĕсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Борис Александрович мĕн ватăличчен "Искра" колхозра электрикра ĕçленĕ. Мăшăрĕ - Валентина Федоровнăна - 1957 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хунă. Хорьковсем - ялта хисеплĕ çынсем, ырă ятлă çемье. Чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Валентина Федоровнана "СССР сывлăха сыхлас ĕçĕн отличникĕ" знакпа наградăланă. 76 çула çитнине пăхмасăр, Валентина Федоровна паян та ялти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, халăха сывлăхшăн тăрăшма вĕрентет. Телейлĕ мăшăра район пуçлăхĕ М.Хамдеев тата район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче, Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем ăшшăн саламларĕç, тата та нумай çул пĕр-пĕрне юратса та килĕштерсе пурăнма, çирĕп сывлăхлă пулма ырă сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе телейлĕ мăшăрсем Ылтăн юбилейсен кĕнеки çине алă пусрĕç.
Е.ФЕДОРОВА,
район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи.