Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи илемлĕх ачашлать чуна…

22 октября 2014 г.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăх илемне туйма вĕрентесси - Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче ĕçлекенсен пысăк тивĕçĕ. Çак тĕллевпех октябрĕн 16-17-мĕшĕсенче иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнра, вăтам çулсенчи ушкăнра тата хатĕрленỹ ушкăнĕнче кĕрхи утренник ирттерчĕç. Çак мероприятие йĕркелессишĕн Г.Драгунова, А.Лукиянова тата Г.Сергеева воспитательсем нумай тăрăшрĕç. "Рябинка" ушкăнрисем кĕрхи вăрман илемĕпе киленме çул çỹреве тухрĕç, вăтам çулсенчи "Капелька" ушкăнрисем кĕрхи çумăра сăнласа пачĕç, аслăраххисен "Радуга" ушкăнĕнчисем Укахви кинемее кĕрхи тухăçа пуçтарса кĕртме пулăшрĕç, хатĕрленỹ "Умка" ушкăнĕнчисем кĕрхи çулçăсемпе киленчĕç... Кашни ушкăнрах тĕп сăнар кĕркунне пулчĕ, юрă-кĕвĕсене те çут çанталăкăн çак илемлĕ вăхăтне халалларĕç. Хаваслă ташăсем тата музыка инструменчĕсен асамлă кĕвви уява ытарма çук илем кỹчĕç. О.БИБУКОВА,

музыка ертỹçи. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика