29 октября 2014 г.
"Çамрăк учительсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшать-ши? Мĕнрен пуçламалла-ха манăн çак ĕçе, мĕнле документ пухмалла тата ăçта каймалла? ЛЮДМИЛА. Ыйтăва ЧР Вĕренỹ министерстви хуравлать: "Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче йышăннă Указпа килĕшỹллĕн çамрăк учительсене (35 çула çитменнисене) пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе çакнашкал мерăсем пăхса тухнă: туянма е çĕкленекен çурта пая кĕмешкĕн малтанхи тỹлевĕн 20 процентне субсидилеççĕ; ипотека кредичĕн тăкакĕсене - çулталăкри 4 процента - тавăрса параççĕ. Кăçалтан çамрăк учительсене ипотека кăна мар, кивçен укçа та (займ) параççĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçекен çамрăк учителĕн педагогика стажĕ (патшалăх вĕренỹ учрежденийĕнчи) 1 çултан кая мар пулмалла. Çак тапхăрта дисциплина енчен асăрхаттарусем пулманни те пĕлтерĕшлĕ. Тĕп ĕç вырăнĕнчен рекомендаци çырăвĕ кирлĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр чăнах та кирлине йышăннине ĕнентерекен документ та тăратмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органне ыйту çырмалла. Çавăн пекех документ копийĕсене: çемьери кашни çынна ĕнентерекен хутсем, çемье йышĕ çинчен калакан сведени, мăшăрланăва ĕнентерекен хут, ĕç кĕнекин копийĕ кирлĕ. Район администрацийĕсем çурт-йĕр илме черете тăнă çамрăк учительсен докуменчĕсене ЧР Вĕренỹ министерствине çитереççĕ. Çулталăклăха çак тĕллев валли уйăрнă укçа-тенкĕпе килĕшỹллĕн ятарлă комисси претендентсен списокне хатĕрлет". Информаципе тĕплĕнрех ЧР Вĕренỹ министерствин сайтĕнче "Çамрăк учительсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ парасси" баннерта паллашма пулать. ЛЮДМИЛА. Ыйтăва ЧР Вĕренỹ министерстви хуравлать: "Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче йышăннă Указпа килĕшỹллĕн çамрăк учительсене (35 çула çитменнисене) пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе çакнашкал мерăсем пăхса тухнă: туянма е çĕкленекен çурта пая кĕмешкĕн малтанхи тỹлевĕн 20 процентне субсидилеççĕ; ипотека кредичĕн тăкакĕсене - çулталăкри 4 процента - тавăрса параççĕ. Кăçалтан çамрăк учительсене ипотека кăна мар, кивçен укçа та (займ) параççĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçекен çамрăк учителĕн педагогика стажĕ (патшалăх вĕренỹ учрежденийĕнчи) 1 çултан кая мар пулмалла. Çак тапхăрта дисциплина енчен асăрхаттарусем пулманни те пĕлтерĕшлĕ. Тĕп ĕç вырăнĕнчен рекомендаци çырăвĕ кирлĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр чăнах та кирлине йышăннине ĕнентерекен документ та тăратмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органне ыйту çырмалла. Çавăн пекех документ копийĕсене: çемьери кашни çынна ĕнентерекен хутсем, çемье йышĕ çинчен калакан сведени, мăшăрланăва ĕнентерекен хут, ĕç кĕнекин копийĕ кирлĕ. Район администрацийĕсем çурт-йĕр илме черете тăнă çамрăк учительсен докуменчĕсене ЧР Вĕренỹ министерствине çитереççĕ. Çулталăклăха çак тĕллев валли уйăрнă укçа-тенкĕпе килĕшỹллĕн ятарлă комисси претендентсен списокне хатĕрлет". Информаципе тĕплĕнрех ЧР Вĕренỹ министерствин сайтĕнче "Çамрăк учительсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ парасси" баннерта паллашма пулать.