29 октября 2014 г.
Эрех спиртне пуçласа араб çĕр-шывĕсенче пирĕн эрăри 6-7 ĕмĕрсенче хатĕрлеме вĕреннĕ, унта ăна "алькеголь" (ухмаха кăлараканскер) тенĕ. Алкогольпе наркăмăшланасси мĕнпе çыхăннă? АЛКОГОЛЬПЕ наркăмăшланасси этил спиртне е этил спирчĕ пур (12: ытла) алкоголь шĕвекĕ-сене ĕçнипе çыхăннă. Этил спиртне шывпа хутăштараççĕ. Вар-хырăм тата çинçе пыршăлăх ăна хăвăртах йышăнать. Сахал концентрациллисене (30 градуса çити) организм хăвăртрах йышăнать. Выç варла, маларах çеç ĕçнĕ пулсан, халĕ каллех ĕçсен тата вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен спиртлă шĕвексене йышăнасси хăвăртрах пулса иртет. Этил спирчĕн витĕмĕ еплерех? ЭТИЛ СПИРЧĔ психотроплă витĕм кỹрет, ку тĕп нерв тытăмне сиенленипе çыхăннă. Организм алкогольпе вăйлах наркăмăшланнине чи малтанах нерв тытăмĕ систерет. Нерв клеткине кĕнĕ алкоголь унăн ĕçлес пултарулăхне чакарать. Спиртлă шĕвексем пĕрмаях ĕçнипе нерв клеткисем пĕтеççĕ. Алкоголь - "сывлăх тата ăс-тăн тăшманĕ". Кĕлетке виçин 1 килограмĕ пуçне 1 сехетре 4-12 грамм этил спирчĕ (96: спиртăн 300 мл) ĕçни çынна вилĕм кỹрет. Алкогольпе наркăмăшланнин паллисем тата каярахри витĕмĕ мĕнлерех? АЛКОГОЛЬПЕ вăйлах наркăмăшлансан çын комăна путать, сывлама йывăрланать, чĕре кирлĕ пек ĕçлейми пулать, ун хыççăн психика улшăнать, пĕвер, пỹре, чĕре функцийĕсем пăсăлаççĕ. Час-часах ĕçнипе тĕрлĕ чир вăй илет, вăраха кайнă алкоголь гепатичĕ (каярах цирроза куçать), гипертони, инфаркт, инсульт, энцефалопати аталанаççĕ, çын инвалид пулса тăрать. Спиртлă шĕвексем час-часах ĕçекенсен пурнăç тăршшĕ çĕр-шыври вăтам кăтартуран 15-20 çул сахалрах. Юнри этил спирчĕн нерв тытăмĕн ĕçне сиен кỹрекен концентрацийĕ мĕнле? ПĔТĔМ тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çирĕплетнĕ тăрăх - тĕп нерв тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ пăсăлни юнра 0,05: алкоголь пулсанах палăрать. Алкоголĕн пĕчĕк дози те хăнăхнă ĕçе тунă чухне 3-4 хут ытларах йăнăшасси патне илсе пырать, йăлара суранланасси ỹсет. Мĕн-ха вăл алкоголь суррогачĕ? АЛКОГОЛЬ суррогачĕсен шутне препаратсен икĕ ушкăнĕ кĕрет: 1) этил спирчĕпе тата тĕрлĕ хутăшпа усă курса хатĕрленисем, 2) урăх йышши спиртсем. Пĕрремĕш ушкăна кĕрекеннисем - гидролиз спирчĕ (йывăçран хатĕрленĕ этил спирчĕ), денатурат - метил спирчĕпе тата альдегидсемпе хутăштарнă техника спирчĕ, одеколонсемпе лосьонсем - косметика хатĕрĕсем тата ытти япала (сăмакун, антисептик ирĕлчĕкĕсем, тĕрлĕ шĕвек). Алкоголь суррогачĕпе наркăмăшланнине мĕнле пĕлмелле? МĔНПЕ наркăмăшланнине ятарлă хими тĕрĕслевĕ ирттерсен çеç пĕлме пулать. Юлашки çулсенчи тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ: алкоголе кирек мĕнле виçепе ĕçсен те вăл япăх пулăмсем патне илсе пырать. Алкоголе хăнăхнинчен психиатр-наркологсем сиплеççĕ. "Ĕçкĕпе иртĕхни - хамăр ирĕкпе ухмаха тухни", - тенĕ Гиппократ. Çакăнран тĕрĕсрех калаймăн.
Е.ДОЛГОВА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.