Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир кунта тахçан вĕреннĕ…

29 октября 2014 г.

Эпир кунта тахçан вĕреннĕ…

Октябрĕн 25-мĕшĕнче, шăмат кун Шăмăршă вăтам шкулĕнче иртенпех халăх йышлă пулчĕ. 9 сехетрех кунта хăнасем килме пуçларĕç. Çак шкулта вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсем хаваспах Шăмăршă шкулĕ уçăлнăранпа 175 çул çитнине уявлама пухăнчĕç. Кашни хăнанах алкум умĕнче чыслăн кĕтсе илме тăрăшрĕç кунта вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем. Аякран килнĕ сумлă хăнасене вара çăкăр-тăварпах кĕтсе илчĕç. Çак пысăк уява Шăмăршă шкулĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ. Коридорсемпе кабинетсене тирпейлесе илемлетнисĕр пуçне, тĕрлĕ куравсем те йĕркелерĕç. Уява халалланă линейка хыççăн класс ертỹçисем ачасене шкул историйĕпе паллаштарчĕç. Иккĕмĕш урока вара çакăнта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ учитель-ветерансем йĕркелерĕç. Питĕ интереслĕ иртрĕç вĕсен урокĕсем. Юбилее халалланă уяв мероприятийĕ вара шăнкăрав сассипе пуçланчĕ. Çак чыса тĕрлĕ çулсенче Шăмăршă шкулĕнче пĕрремĕш шăнкăрав панă ачасем тивĕç пулчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Вера Васильевна Хорькова çак мероприятие пуçтарăннă хăнасене, учительсемпе ачасене уяв ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕ, шкул çитĕнĕвĕсемпе, паллă саманчĕсемпе паллаштарчĕ. Манăçми уявра чыслă хăнасем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та пулчĕ. Валерий Петрович Шăмăршă шкулне тата хăш-пĕр вĕрентекенсене ĕçри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ, хаклă парнесем пачĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.В.Мешков та уява пушă алăпа килмен. Олег Вадимович шкула компьютер парса хисеп-лерĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн ятĕнчен хăш-пĕр вĕрентекенсене Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн ертỹçи Н.Г.Игнатьева та салам сăмахĕ каларĕ, учитель-ветерансене Тав çырăвĕсем парса хисеп турĕ. Тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. Вĕсен хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертỹçи А.И.Ухтияров, 1988-1992 çулсенче республикăри культура министрĕ пулса ĕçленĕ Г.М.Алексеев, Шăмăршă шкулĕнче нумай çул хушши директорта вăй хунă Ф.Ф.Иванов, учитель-ветерансем: Н.П.Смирнова, В.А. Урахова тата ытти сумлă хăнасем те пулчĕç. Чĕререн тухакан салам сăмахĕ-сене районти шкулсен директорĕсем те, шкул коллективĕсен представителĕсем те, çак шкултан вĕренсе тухнисем те каларĕç. Уява халалланă пысăк концерт программи пурне те килĕшрĕ. Кадет класĕсен юрри-ташши, ачасен тата учительсен хорĕсен илемлĕ юррисем, ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕн, "Антонина" халăх ташă коллективĕн килĕшỹллĕ ташшисем пурне те тыткăнларĕç. Уяв концерчĕ хыççăн хĕрĕхрен иртнисем валли ташă каçĕ йĕркелерĕç. 18 сехетре вара çамрăксем валли ташă каçĕ пуçланчĕ. 21 сехетченех янăрарĕ тăван шкулăмăрта илемлĕ юрă-кĕвĕ. Савăнăçлă юбилей мероприятине килнисем уяв программипе кăмăллă юлчĕç.                                                                                                                                                                  Л.СЕМЕНОВА,                                                                                                                                                                      Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика