Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç - телей

29 октября 2014 г.

Ветеринари специалисчĕн ĕçĕ - чи йывăррисенчен тата яваплисенчен пĕри. Выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр, вĕсен хăш-пĕр чирĕсем сарăлса çынсене ан ерччĕр тесе профилактика мероприятийĕсене планпа килĕшỹллĕн ирттересси (çĕпĕр язвинчен, лептоспирозран, уртаракан чиртен укол тăвасси), выльăхсен чирĕсене тупса палăртма (туберкулез, бруцеллез, лейкоз тата ытти те) юн анализĕсене илесси, выльăхсем чирлесен вĕсене сыватасси - ветеринари тухтăрĕн е фельдшерĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне вĕсем аш-какайăн ветеринари тĕлĕшĕнчи пахалăхне те тĕрĕслесе тăраççĕ. Тỹрех каламалла: ветеринари сферинче пĕр улшăнми 30-40 çул вăй хуракан е çак ĕçренех тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем районта пит нумаях мар. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин Шăмăршă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ П.Пирогов. Петр Федоровичăн ветеринари сферинчи ĕç стажĕ - 34 çул. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче çуралса ỹснĕ П.Пироговăн ветеринари сферинчи ĕç биографийĕ 1980 çулта пуçланнă. Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ хыççăн çак çул ăна направленипе Шăмăршă районне ĕçлеме янă. Палтиелĕнчи ветеринари участокĕн лечебницинче Петр Федорович врач-эпизоотолог должноçне йышăннă. М.Шайкин заведующипе çамрăк специалист пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ. Михаил Николаевич, ĕçре пысăк опыт пухнăскер, ăна ырă сĕнỹ-канашпа пулăшсах пынă. Теорилле лайăх пĕлỹллĕ, практика хăнăхăвне май килнĕ таран ытларах та ытларах илме тăрăшакан, ĕçшĕн хыпăнакан каччă ветеринари ĕçĕнче халăх хисеплекен чăн-чăн специалист пулса тăрасса çирĕп ĕненнĕ М.Шайкин. Пĕр çулталăкранах çамрăк специалиста "Ленинская искра" колхозăн ветврачĕ пулма чĕнсе илнĕ. Çак хуçалăхра та пысăк яваплăхпа вăй хунă П.Пирогов, выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр, ферма ĕçченĕсем тар тăкни тивĕçлĕ продукципе таврăнтăр тесе вăй-халне шеллемен. Ферма заведующийĕпе М.Хамдеевпа, Н.Тухветуллин тĕп зоотехникпа пĕрле выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн ырми-канми тăрăшни ĕç тухăçлăхне ỹстерме, выльăхсем вилессине сисĕмлех чакарма май панă. 1986 çулта пултаруллă та тăрăшуллă ветврача тата яваплăрах ĕçе - районти ветеринари станцине куçарнă. Унта П.Пирогова аслă ветврач-эпизоотолог пулма çирĕплетнĕ. Станцин тĕп врачĕ В.Федоров тата М.Федоровапа Р.Кутина ветврачсем, В.Кудрявцев ветфельдшер Петр Федоровича ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ветеринари специалисчĕсем районти профилактика мероприятийĕсене яланах вăхăтра, планпа килĕшỹллĕн туса пынă. Коллективлă хуçалăхсен, участоксенчи лечебницăсен ветеринари службисене çулран-çул тимлĕхре тытнă районти станци специалисчĕсем, обществăлла тата уйрăм кил хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх хушшинче чир-чĕр массăллă майпа пуç ан çĕклетĕр тесе çине тăрса ĕçленĕ. Чир палăрма пуçласан вара ăна пĕрлехи вăйпа çийĕнчех пĕтернĕ. 2004 çулта, пултарулăхне кура, П.Пирогова районти вылăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕн çумĕ пулма уйăрса лартнă. Тепĕр икĕ çултан вара ăна начальник пулма çирĕплетнĕ. Районти ветеринари службине Петр Федорович паянхи кунчченех ăнăçлă ертсе пырать. Ăшă кăмăллă, илемлĕ чунлă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен ертỹçĕне коллективра та, район çыннисем те хисеплеççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн, професси ăсталăхĕшĕн П.Пирогова Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Петр Федорович хăйĕн мăшăрĕпе, Шăмăршă вăтам шкулĕнче чылай çул учительница пулса ĕçлекен Галина Васильевнăпа, пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, ăна тивĕçлĕ воспитани парса, аслă пĕлỹ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Алексей Шупашкарти суту-илỹ фирминче вăй хурать. Октябрĕн 30-мĕшĕнче П.Пирогов çуралнăранпа 60 çул çитет. Савнă мăшăрĕ, юратнă ывăлĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем çумне хутшăнса, Петр Федоровича чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, çăл куç пек тапса тăракан иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика