Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтарчĕç çынсене

29 октября 2014 г.

Васанти культурăпа кану центрĕнчи тăван тавралăхăн тавра пĕлỹ халăх музейĕнче, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе ял-йыш тата шкулта вĕренекенсем пулăшса пынипе, тĕрлĕрен интереслĕ те асра юлмалли мероприятисем пулса иртеççĕ. Çак кунсенче уяври пек илемлетнĕ çутă та капăр залра ылтăн кĕркунне "хуçаланчĕ". Йăлана кĕнĕ "Кĕр пики" конкурса çулталăкăн ытарма çук илемлĕ вăхăтне тата уй-хир ĕçĕсем вĕçленнине халалланă. Конкурсра 7-9 классенче вĕренекен хĕр ачасем тупăшрĕç. Конкурса ертсе пыраканĕ - халăх музейĕн заведующийĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников - пуян та интереслĕ пограмма хатĕрленĕ. Конкурсем ылмашăннă вăхăтра халăха çамрăк эстрада юрăçи, музей çумĕнчи "Мерчен" фольклор ансамбльне нумай çул çỹренĕ, халĕ Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекен Снежанна (Юрпике) Тихонова хăйĕн пултарулăхĕпе савăнăç парнелерĕ. Çамрăк конкурсантсем "Визитка", "Пурне те пĕлекен", "Мода - хамăр алăпа", "Çамрăк кил хуçин юмахри пек апачĕ", "Эрудитсен тупăшăвĕ", "Эпир юрă-ташăра та, илемлĕ сăвă калама та ăста" тата ытти конкурссенче ăмăртрĕç. Хисеплĕ жюри председателĕ, районти культура аталанăвĕн центрĕн методисчĕ Татьяна Давыдова, конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр ялти клубпа музей культурăн чăн-чăн вучахĕ, наци йăли-йĕркин, тăван халăх ăс-хакăлĕн управçи пулса тăнине палăртрĕ. Конкурсантсене пĕрле вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ хыттăн алă çупса, хаваслăн кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. Акă, çĕнтерỹçĕсем те паллă. "Чи хỹхĕм пике" ята Дарья Смаева, "Чи яштака пике" ята Екатерина Ларшникова, "Чи ытарлă пике" ята Юлия Егорова, "Чи тавçăруллă пике" ята Милана Смаева, "Чи пултаруллă пике" ята Виктория Исметова тивĕçрĕç. Чи хисеплĕ "Кĕр пики - 2014" ятпа çĕнтерỹçĕ хăйăвне 8 класра вĕренекен Кристина Архипована парса чыс турĕç. Конкурса хутшăннисене пурне те Дипломсемпе тата сувенир медалĕсемпе чысларĕç. Уяв спонсорĕ Эдуард Ларшников вара алла çыхмалли сехетсем парнелерĕ.                                                                                                       Т.ДАВЫДОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика