01 ноября 2014 г.
![Тайма пуç сана, ял ĕçченĕ! Тайма пуç сана, ял ĕçченĕ!](../UserFiles/news/20141106/dsc_0502_Preview.jpg)
Çак çынсене пурне те тенĕ пекех лайăх паллатăп. Уй-хирте е фермăра, ял хуçалăхĕпе çыхăннă ытти çĕрте тỹрĕ кăмăлтан вăй хурса ырă ят çĕнсе илнĕ вĕсем. Паян ĕçчен çынсене Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ хапăл туса ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем кĕçнерни кун хăйсен професси уявне пуçтарăнчĕç. ...Фойере хаваслă кĕвĕ-юрă янăрать, кашни ял тăрăхĕнченех килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем ĕçченсене çăкăр-тăварпа чыслаççĕ. Тĕрлĕрен куравсем те куçа илĕртеççĕ. Хăнасем керменĕн пысăк та çутă залне вырнаçса ларсан уяв пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе тата ĕçре мала тухнă çынсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров паллаштарчĕ. Владимир Николаевич районти кашни хуçалăх 9 уйăха тупăш илнипе вĕçленине палăртрĕ. Пур çĕрте те çитес çур-аки валли кирлĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрленĕ, "Восход" кооперативпа О.Хлюкин фермер хуçалăхĕнче вĕсем 100 проценчĕпех кондицие ларнă. Районта выльăхчĕрлĕх фермисене реконструкцилес, ăратлă выльăх туянас тĕлĕшпе те ĕç пырать. Ял ĕçченĕсене саламлама Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕ-семпе экологи министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Е.Юшин та килнĕ. Евгений Васильевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен ăшшăн саламланă май Шăмăршă районĕнчи ял ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чĕререн савăннине палăртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров та Шăмăршăсене уяв ячĕпе хĕрỹллĕн саламласа сăмах каларĕ. Агропромышленноç комплексĕн- че чунтан тăрăшса ĕçлекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев тата район пуçлăхĕ М.Хамдеев та саламларĕç. Валерий Петрович залра ларакансене: "Эсир районăн чи хисеплĕ çыннисем, сире тав тума сăмах та çитес çук",- тесе хакларĕ. Уявра ĕç паттăрĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç. "Колос" хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Воробьев тата "Исток" ОООри А.Кузнецов тракторист Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, нумай ĕçчен район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Ял ĕçченĕсене Чăваш патшалăх академи симфони капеллин артисчĕ-сем чаплă концертпа савăнтарчĕç. С.ИВАНОВ.