01 ноября 2014 г.
Кунĕ те ытармалла мар хитре те, Шăмăршăри тĕп пасар картишĕнчи ял хуçалăх ярмăркки кĕрлесе-шавласа çеç тăчĕ. Кĕçнерни кун пулнине пăхмасăр, ярмăрккана сутакансем те, туянакансем те йышлă килнĕ. Район администрацийĕ килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усракансене хавхалантарма тата пулăшма тăрăшнине ырламалла кăна. Акă паян та ял хуçалăх предприятийĕ-семпе фермерсем ярмăрккана тырă, утă-улăм, комбикорм ытлă-çитлĕ илсе тухнă. Кунта эпĕ "Колос", "Исток", "Мир", "Искра", "Шанс", "Карлинская" хуçалăхсен водителĕ-семпе сутуçисене асăрхарăм. Урпана 1 килограмне ултă тенкĕпе, туллăн килограмне çичĕ тенкĕпе сутаççĕ. Туянакансем те нумай. Телее, калаçсан килех леçсе параççĕ. Кăçалхи ярмăрккара пахча-çимĕç сутакансем те йышлă пулчĕç. Патирекри Р.Севрюгин килти хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ купăстана черет тăрсах туянаççĕ. Купăста сутакансем тата та пур. Паллах, туянакан çын чи лайăххине илесшĕн. Аш-какай сутакансем те чылайăн. Пыл та, сĕт те, çăм та туянма пулать. Вутă сутакансем те пур. Строительство материалĕсем те сĕнеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял хуçалăх ярмăркки лайăх та усăллă иртрĕ. Район центрĕнче пурăнакан вун-вун çын кăмăллă юлчĕ.
И.САЛАНДАЕВ.