Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрлать, ташлать "Аххаяс"

01 ноября 2014 г.

Юрлать, ташлать "Аххаяс"

Октябрĕн 23-24 - мĕшĕсенче Шупашкарта "Халăх искусстви. Актуаллăх. Этнокультура хутшăнăвĕсем. Пурнăç меслечĕ-сем. Аталану проблемисем" ятпа Пĕтĕм Раççейри нукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна халăх фольклорĕн йăли-йĕркисене аталантарас, пуçаруллă ĕçлекен фольклор ушкăнĕсемпе ансамблĕсен ĕçне-хĕлне пропагандăламалли майсене палăртас тĕллевпе ирттернĕ. Конференци ĕçленĕ кунсенче Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин концерт залĕнче Чăваш Енпе Тутарстанри малта пыракан фольклор специалисчĕсем мастер-класс кăтартса панă. Пирĕн районти Пуянкасси ял тăрăхĕн "Аххаяс" фольклор ансамблĕ унта "Кĕр сăрипе" "Улах сăри" уявĕсем Шăмăршă тăрăхĕнче ĕлĕкрех мĕнле иртнине сăнланă. Фольклор пултарулăхне çỹллĕ шайра кăтартнăшăн "Аххаяс" ансамбле Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви асăнмалăх парнепе чысланă. Çакна палăртмалла: "Аххаяс" ансамбль хăйĕн репертуарне çĕнетсех пырать, халăх йăли-йĕркипе çыхăннă материалсем пуçтарса сцена çине кăларать.                                                                                                                                   О.КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика