01 ноября 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç облаçĕсенчен пирĕн пата куçса килнĕ Василенко, Весельский, Купов тата Семакин çемйисенчен çыру килнĕ. Унта вĕсем Чăваш Ен ертỹçисемпе республикăра пурăнакансене пысăк пулăшу панăшăн, йывăр вăхăтра чун ăшшине шеллеменшĕн чĕререн тав туни çинчен пĕлтернĕ. "Пире тăвансене йышăннă пекех йышăнчĕç, документсем йĕркелеме, ĕçе вырнаçма, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата медицина сиплевĕпе пулăшрĕç. Пирĕн ачасем республикăри чи лайăх шкулсенче вĕренеççĕ. Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш тăван çĕр-шыв пулса тăчĕ. Сире чĕререн тав тăватпăр",- тенĕ çырура. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби.