Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васанти музейра - "Çĕрлехи искусство" уявĕ.

01 ноября 2014 г.

Раççей халăхĕсен Пĕрлĕх кунĕ умĕн, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, пĕтĕм çĕр-шывĕпех культура çурчĕсемпе концерт залĕсенче, библиотекăсемпе музейсенче "Искусствăсен каçĕ" ятпа культура акцийĕ иртет. Çак акцие Васанти халăх краеведени музейĕ те хутшăнмасăр юласшăн мар. Çав каç музейре тĕрлĕрен культура мероприятийĕсем пулса иртеççĕ. Чи малтанах куракансем музей залĕсемпе тата ял çыннисем хатĕрленĕ тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕç выставкипе паллашĕç. Музей залĕнчех районти паллă поэтсем хăйсен сăввисене вулĕç, çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарĕç. Ỹнер каçне Пуянкассинчи "Аххаяс", Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав", Асьялти "Тевет", Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" фольклор ушкăнĕсем те хăнана килсе хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарĕç. Юлашкинчен вара хăнасемпе курма килнисем пурте чăвашсен ĕлĕкхи кĕрхи уявне - Улах сăрине хутшăнĕç. Пурне те уява килсе курма, хастар хутшăнма чĕнетпĕр!                                                                                                                                           Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика