Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан пултăр тесе

01 ноября 2014 г.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăру пуласран асăрханас тата пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурас енĕпе ĕçлекен район комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура тĕп калаçу 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вут-кăвар тухасран асăрханасси тата шыв çинче асăрхануллă пуласси пирки пынă. Шăмăршă районĕнчи надзор ĕçĕн аслă инспекторĕ М.Ильин палăртнă тăрăх, кăçал район территорийĕнче 13 пушар пулнă, пĕр çын аманнă. Вут-кăвар тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - электрооборудовани юсавсăр пулни. Çавăн пекех юсавсăр кăмакапа усă курни те пушар тухасси патне илсе пыма пултарать. Ларура районти шывсем çинче асăрхануллă пулмалли пирки те калаçнă. Çирĕпленсе çитмен пăр - пурнăçшăн хăрушă. Çакна пурин те асра тытмалла, ашшĕ-амăшĕн, учительсен ачасемпе ăнлантару ĕçне анлăн туса пымалла. Комисси ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пынă.                                                                                                               А.ЕЛИСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика