01 ноября 2014 г.
Район хаçатне халăх хушшинче ытларах сарас ыйтупа ялсенчи çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе тата почтальонсемпе темиçе хутчен те калаçма тиврĕ. Ытла та ерипен тапрантăмăр-çке эпир пысăк ĕçе пурнăçлама: çырăнтару тапхăрĕ пуçланнăранпа икĕ уйăх иртрĕ пулин те, ĕç кăтартăвĕсем савăнтарсах каймаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул шайне çитес тесен, ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. - Ялти интеллигенци ырă тĕслĕх кăтартмасть,- пăшăрханса калаçаççĕ çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансем.- Учительсем юлашки çулсенче хаçат-журналтан нумай писрĕç. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнтарнă чухне те нумай ỹкĕтлеме тивет. Республика хаçачĕсем пирки каламалли те çук - çырăнасшăнах мар. Пиртен килмен сăлтавсене пула, кăçал çырăнтару хакĕ чылай ỹсрĕ. Çапах та учителе ялти чи чухăн çын тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Юлашки çулсенче шкулта тата ача сачĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ самаях пысăкланчĕ. Çавăнпа та халăха çутта кăларма тивĕç çынсем хăйсем те хаçат вуласшăн пулманни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çула районти шкулсенче ĕçлекен 186 педагогран 51-ĕшĕ çеç "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнни çинчен пĕлтĕм те, чун ыратса кайрĕ. Нивушлĕ паянхи вĕрентекене район пурнăçĕ, район ертỹлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ, районти тата республикăри хыпар-хăнар пачах та интереслентермест-ши? Республикăпа район экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвне хăйсем те лайăх пĕлмеççĕ пулсан, ачасене мĕнле пĕлỹ параяççĕ-ши? "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат учительсем çинчен ытти професси çыннисем пирки çырнинчен ытларах çырать, шкул пурнăçне те анлăн çутатать. Апла пулсан, "хаçатра пире кирлине çырмаççĕ" теме сăлтав çук. Çавăнпа та район хаçатне пур хаçатран та маларах çырăнса ял халăхне ырă тĕслĕх кăтартмалла. Медицинăра тата культурăра вăй хуракансем хушшинче те район хаçатне çырăнманнисем нумай. Предпринимательсем те нумайрах пĕлесшĕн питех çунмаççĕ. Паян вара лайăх тĕслĕх кăтартакансем - пĕчĕк пенси илекен пенсионерсемпе хуçалăхсенчи механизаторсем тата выльăх- чĕрлĕх пăхакансем. Вĕсем, хаксем ỹснине пăхмасăр, укçи-тенкине перекетлесе пырса юратнă хаçата çырăнса илеççĕ. Пысăк тав сире, тăванăмăрсем, хаçатăн чи шанчăклă тусĕ-сем! Çак кунсенче редакцие Карапай Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Г.П.Елисеев кĕрсе тухрĕ. - Район хаçачĕпе эпĕ 50 çул ытла туслă,-терĕ хисеплĕ пенсионер.- "Шăмăршă хыпарĕсĕр" пурăнма та пултараймастăп, хаçатри пур хыпара та пĕр сиктермесĕр вуласа тухатăп. Пирĕн ялти кашни çемьере тенĕ пекех район хаçатне юратса вулаççĕ. Пĕрре те ан пăшăрханăр: çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли те хаçата унччен çырăннисем пурте çырăнса илĕç. Сирĕн сăмахăр чĕре çине сар çу сĕрнĕ пекех пулчĕ, хаклă тусăмăр! Сирĕн пек хастар та ырă çынсем пур чухне - район хаçачĕн ĕмĕрĕ те вăрăм пулĕ, журналистсен тата та лайăхрах çырас хавхаланăвĕ те ỹссех пырĕ. Çырăнăр, вулăр "Шăмăршă хыпарне", савăнтартăр вăл кашни çемьене! И.САЛАНДАЕВ.