01 ноября 2014 г.
1941 çулхи çу кунĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. 4 çула яхăн вăрçă вучĕ-шавĕ алхаснă мире юратакан Совет çĕрĕ çинче. Пин-пин хулапа ял, завод, шахта тата ытти пурлăх çунса арканнă çак вăхăтра. Мĕн чухлĕ мирлĕ халăх тата çар çынни пурнăçран уйрăлнă вăрçă вутĕнче? Тата мĕн чухлĕ салтака алăсăр, урасăр, куçсăр, ĕмĕрлĕхех нихçан тỹрленми суранлатса хăварнă. Унтанпа 70 çул çитесси те нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çĕнтерỹпе таврăннă вăрçă ветеранĕсем те нумайăшĕ пиртен уйрăлса кайрĕç. Эпĕ кунта Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Федор Петрович Каргин çинчен çырса кăтартасшăн. Паянхи куна вăл çак ялта вут-çулăм айĕнчен таврăннисенчен пĕччен кăна тăрса юлчĕ. Федор Каргин 1924 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ пĕтĕм кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă, ялта хисеплĕ çынсем шутланнă. 6 ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем: тăватă ывăл тата икĕ хĕр. Федя вара, çемьере чи асли пулнăскер, ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшса пынă. Саккăртах колхоз ĕçне хутшăннă: çĕр улми, чĕкĕнтĕр çумланă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шăмăршăра вĕреннĕ. Вĕренỹре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, мĕнле те пулсан вăтам шкул пĕтерсе малалла вĕренесчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах фашистла Германи вăрçă пуçласа яни унăн çунатлă ĕмĕтне татнă. Ун чухне Федя 17 те тултарайман пулнă-ха. Çамрăклах йывăр ĕçе кỹленме лекнĕ. "Динамо" колхозра ĕçленĕ, Кучеке, Баскака вăрман касма çỹренĕ, Пасна шывĕ тăрăх йывăçсем юхтарнă çĕрте вăй хунă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче 18 çула кайнă çамрăк каччă Улатăр çывăхне окоп чавма кайнă. 41 градус сивĕре ĕçлесси, паллах, ытла та йывăр пулнă. Пур пĕрех вăл чăтнă, йывăрлăха çĕнтернĕ. 18 тултарсан вара, 1942 çулта, Федор Каргин ялти 15 каччăпа пĕрле юратса кураймасăрах, пурнăç илемĕпе савăнаймасăрах ылханлă вăрçа тухса кайнă. Малтанах вĕсене Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнче 3 уйăх пăшалпа пеме вĕрентнĕ, тăшманпа çапăçма хăнăхтарнă. Салтак тумне тăхăннă çамрăк каччăсене декабрь уйăхĕнче тавар пуйăсĕпе Сталинград хули патне илсе çитернĕ. Гитлер çак хулана илме 350 пин çынлă çар, пиншер самолет, танк янă. Сталинград вутлă ункăра пулнă. Кунта халиччен курман хаяр çапăçу кĕрленĕ, ахăр самнана çитсе килнĕн туйăннă. Каргинсен полкĕ те хулан кăнтăр енчи пĕр пĕчĕк квартала хỹтĕленĕ. Нимĕçсем хулана çавăрса илнĕ. Анчах Сталинград парăнман. Пирĕн салтаксем тăшмана хирĕç юлашки патрон, юлашки граната юлмиччен çапăçнă. 1943 çулхи февраль уйăхĕнче паттăр хулана ирĕке кăларнă.Темиçе пин фашиста тыткăна илнĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ рядовой салтака, Федор Каргина, сылтăм пĕçĕрен амантнă. Ăна Саратов облаçĕнчи Вольск хулинчи госпитальте виçĕ уйăх сипленĕ. Чĕрĕлсе тухнă хыççăн 4-мĕш Украина фронтне лекнĕ, Крыма фашистсенчен хăтарма хутшăннă.Акă мĕнле аса илет çак çапăçăва паттăр салтак: - Крыма Сиваш шывĕ уйăрса тăрать. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче каçхине çанталăк сиввине пăхмасăр пĕтĕм батальон çарамаслантăмăр, Сиваш шывĕ урлă каçма пуçларăмăр. Шыв питĕ сивĕ, тăварлă, пире хул таран пулчĕ. Вырăн-вырăн туйăн пулнипе путать. Йывăрлăха пăхмасăр шыв урлă ир енне каçса ĕлкĕртĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле вун сакăр-çирĕм çулхи хĕрсен батальонĕ те шыв урлă ăнăçлă каçрĕ. Вăйлă çапăçăва кĕтĕмĕр. Йĕри-тавра пуля шăхăрать. Нимĕçсем парăнасшăн мар. Çухату пирĕн енчен те нумай пулчĕ. Эпир декабрь 5-мĕшчен нимĕçсене хиртĕмĕр, Крыма ирĕке кăлартăмăр. Çак çапăçура çурăлса сапаланса каякан пуля мана сылтăм енчи кăкăртан амантрĕ. Вара тỹрех хирти госпитальте пуля ванчăкĕсене кăларас тесе икĕ хут операци турĕç. Опытлă врачсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире сыватассишĕн тăрăшатчĕç, краççын лампи çутипе операци тăватчĕç, ырă сăмахпа хавхалантарма пĕлетчĕç. Вĕсен сăмахĕ эмел пекех туйăнатчĕ. Кун хыççăн Федор Каргина Кисловодск хулинчи тылри 2048 номерлĕ госпитале ăсатнă. Сывлама йывăр пулнăран ăна тепĕр хут операции тунă. Кунта 4 уйăх сипленнĕ вăл. Халĕ ăна комисси çапăçăва юрăхсăр тесе йышăннă, килне ямалла тунă. Анчах та Канаш хулине çитсен Федор Каргина урăх шухăш кĕнĕ. "Хăрушă вăрçă пынă чухне мĕнле килте лараятăп-ха эпĕ?" - тенĕ вăл. Икĕ каç выртсан Çĕпĕртен килекен пуйăспа (унта çар çыннисем пулнă) хăй ирĕкĕпе каллех вăрçа кайнă. Федор Петрович Çĕпĕр çыннисемпе 3-мĕш Белорусси фронтĕнчи 160-мĕш стрелковăй полка лекнĕ. Ку полка Черняховский генерал ертсе пынă. 1945 çулхи январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кенигсберг хулине нимĕçсенчен хăтарма кайнă. Çак нихçан манми хаяр çапăçăва аса илсен паттăр салтак куççульне чараймарĕ: - Нимĕçсем çирĕпленсе ларнă крепость-хулана илме йывăр пулчĕ. Йĕри-тавра снаряд, бомба улани илтĕнсе тăрать. Пушар алхасать, вăйланнăçем вăйланса пырать. Вăхăт-вăхăт куçа хупласа хурать. Анчах та эпир парăнмастпăр, пур пĕрех перетпĕр. Çак хаяр тытăçура пысăк бомба ỹкрĕ, мана тăпра хупласа хучĕ. Эпĕ тăна çухатрăм. Хама шăтăкран кам илсе тухнине те пĕлместĕп. Хирти госпитальте кăна мана тăн пырса кĕчĕ. "Эпĕ ăçта-ши?" - терĕм. Ман умра медсестра тăрать иккен. Çапла эпĕ виççĕмĕш хут амантăм. 1945 çулта Литвари Каунас хулинчи госпитальте 2 уйăх сипленме тиврĕ. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн Федор Каргина рабочи батальона (ĕç батальонне) янă. Çĕнтерỹ кунне Хĕвел тухăç Пруссире кĕтсе илнĕ. Киле часах таврăнайман-ха вăл. Акă кĕтнĕ самант та çитнĕ.1945 çулхи декабрь 5-мĕшĕнче Федор Петрович та тăван яла,Кивĕ Шăмăршăна таврăннă. Мĕнле савăнăç! Виçĕ хут аманнă пулсан та, вăл чĕрĕ юлнă! Унăн сарлака кăкăрĕ çинче "За отвагу", "За боевые заслуги", "За освобождение Сталинграда", "За взятие Кенигсберга", "За освобождение Украины" медальсем тата ІІ степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕ ялкăшнă. 1946 çулта 22 çулхи каччă Патирек хĕрĕпе, Лидия Алексеевна Аксентьевапа паллашнă. Яштака та хитре хĕрпе Федор Каргин çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. Часа вĕсем пĕрлешнĕ. Çĕнтерỹçĕ-салтак савăнăçлă кăмăл-туйăмпа колхозра ĕçлеме пуçланă. Конюхра та, бригадирта та, кладовщикра та вăй хунă. Кирек ăçта ĕçлесен те салтак ятне çĕртмен, халăх ăна хисепленĕ. Çав вăхăтрах юратнă мăшăрĕпе, Лидăпа, 8 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче! Офицерĕ те, агрономĕ те, крановщикĕ те, строителĕ те, малярĕ те ... Федор Петрович тăхăрвуннăра пулин те питĕ ăнлă-ха, куçĕсем те аванах кураççĕ. Тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланать. "Хыпар", "Шăмăршă хыпарĕ", "Сывлăх" - ун юратнă хаçачĕсем. Кашни çулах Çĕнтерỹ уявĕнче кăкăр тулли орден-медальсем çакнă Федор Каргин хăй чĕри витĕр тухнă йывăр вăрçă саманчĕсем çинчен халăх умĕнче витĕмлĕ те чуна тивмелле каласа парать. Р.СМАЕВА.