07 ноября 2014 г.
![Çĕр çыннисем Çĕр çыннисем](../UserFiles/news/20141107/dsc00920_Preview.jpg)
Ял ĕçченĕсен уявĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Мексум Невметова та (сулахайри ỹкерчĕк ре), Зефер Качурова та алă тытсах саламларĕ. Иккĕшĕ те "Мир" хуçалăхра ĕçлеççĕ: "хурçă утпа" суха тăваççĕ, тырă акаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Сахал-им ялти тракторист валли ĕç? Унăн вăрмантан йывăç та кăлармалла, хĕлле юр та уçмалла, фермăран тислĕк те турттармалла. Мексумпа Зефер пек çынсем пирки халăхра "чăн-чăн хресченсем, çĕр çыннисем" теççĕ. Зефер Гельфанович 33 çул, Мексум Минетдинович 37 çул трактор рулĕ умĕнче. Хăйсен ĕçне чунтан юратаççĕ, çамрăксене те çĕр ĕçченĕн профессине хисеплеме вĕрентеççĕ. И.САЛАНДАЕВ. Сăн ỹкерчĕксем - авторăн.