07 ноября 2014 г.
Хресчен сĕтелĕ çинче, çăкăрсăр пуçне, тата мĕн пулмалла-ха? Паллах, сĕт-турăх, аш-какай... Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусенех илер-ха. Çак тапхăрта районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче пĕтĕмпе 1918,4 тонна аш-какай, 15274 тонна сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пысăкрах. Аш-какай туса илессинех илер. Кăçал ку тĕлĕшпе кашни хуçалăхрах ăнăçлă ĕçленĕ темелле. Сĕт пирки те çакнах каламалла. Эпир халĕччен выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессине усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне куçарса шутлама хăнăхнă, хуçалăхсенче те çакнах тĕпе хураççĕ. Ку енĕпе те кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Аш-какай туса илесси, сăмахран, "Исток", "Искра", "Мир" хуçалăхсенче ỹснĕ, "Искрăра", "Г.Н.Макаров" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче сĕт чылай ытларах суса илнĕ. Выльăхсен шучĕ те ỹссех пырать. Мăйракаллă шултра выльăхсем халĕ районта 9142 пуç шутланаççĕ, вĕсенчен 4401-шĕ сăвăнакан ĕнесем. Сыснасен пуçне те 13028 пуçа çитернĕ. Шел, лашасене çеç сахалрах усрама пуçларăмăр. Çав вăхăтрах сурăхсен йышĕ ỹсни те палăрать. Кăçал хуçалăхсем çамрăк выльăхсем илес тĕлĕшпе те начар мар ĕçлеççĕ темелле: çулталăк пуçланнăранпа 543 пăру, 554 сысна çури илнĕ. Путексем те пĕлтĕрхинчен ытларах. Тутă выльăх ỹт те ытларах хушать. Ку енĕпе "Шанс", "Мир", "Искра" тата "Исток" хуçалăхсене палăртса хăвармалла - вĕсенче самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 700 грамм чухлех ỹт хушса пынă. Сыснасен талăкри чи нумай ỹт хушаслăхĕ - "Шанс", "Восход" хуçалăхсенче, "А.И.Сатеев" тата "Г.Н.Макаров" хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Н.ВАЗАНОВ.