07 ноября 2014 г.
Шăмăршă тăрăхĕнче мĕн авалтан тĕрлĕ наци çыннисем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем тата ытти халăх ывăл-хĕрĕ район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне çĕклессишĕн пысăк вăй хураççĕ. Район администрацийĕ çамрăк ăрăва интернационалла воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕхпе пăхать. Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, вĕсене ырă кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне ăнланма тата хисеплеме, юратма вĕрентмелле. Нацисем хушшинчи хутшăнусене тата та çирĕплетес, экстремизмпа терроризм палăрăмĕсем пачах та ан пулччĕр тесе тăрăшас ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç те ĕнтĕ район администрацийĕ çумĕнчи национальноçсемпе ĕçлекен Канашăн черетлĕ ларăвĕнче. Интернационалла воспитани ĕçне районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче мĕнле туса пынипе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Юнусова паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă палăрчĕ: çỹлте асăннă ыйтусене шкулсенчи класс сехечĕсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче тăтăш пăхса тухаççĕ, çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулусемпе туслăх фестивалĕсем ирттереççĕ. Юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăннă. Палтиелĕнчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Сандркина наци йăли-йĕркине аталантарас, ачасене халăхсен культурине юратма вĕрентес ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Ку ыйтупах Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Э.Можаева та тухса калаçрĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва Интернет сетьĕнчи тỹнтерле витĕмрен сыхлас, алкоголе тата наркотиксене рекламăланине татăклăн сивлес тĕлĕшпе шкул коллективĕ мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Наци ыйтăвĕсене районта тухса тăракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ те манса каймасть. Халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес, экстремизмпа терроризм палăрăмĕсене татăклăн сивлес ыйтупа кăçал хаçатра 14 статья пичетленнĕ. Журналистсем хăйсен статйисенче халăхсен культурине, йăли-йĕркине, тĕне ĕненессине хисеплеме вĕрентеççĕ. Çамрăксене патриотла воспитани парас ыйту та - тĕп тимлĕхре, çак ĕç Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ тапхăрта татах та вăйланĕ. Т.ДАВЫДОВА.