Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашкăрса ỹсет вĕлтĕрен…

07 ноября 2014 г.

Çĕр лаптăкĕн хуçин тĕп тивĕçĕ - унпа тĕллевлĕн усă курасси. Шел те, пурнăçра урăхла тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Акă патшалăх çĕр надзорĕн районти инспекторĕ çулталăк пуçланнăранпа çĕр законодательствине сĕмсĕррĕн пăснă 25 тĕслĕх тупса палăртнă. Нумайăшĕ килти хушма хуçалăх йĕркелеме тата çурт-йĕр лартма тесе илнĕ çĕр лаптăкĕсене пушă вырттараççĕ. Вĕсенче хыт-хура ашкăрса ỹсет, ял ятне ярать. Шăмăршăри "Çĕнтерỹ 55 çулта", Энтузиастсен, Афанасьев, Максимов урамĕсенче йĕркене пăсакансем уйрăмах нумай. Çак лаптăксен хуçисем, çĕр илнĕренпе 2-4 çул иртнĕ пулин те, унпа усă курма шутламаççĕ. Саккуна пăхăнман граждансене çирĕп асăрхаттарнă, çĕрпе малашне те тĕллевлĕ усă курмасан уйăрса панă лаптăка туртса илеççĕ.                   Н.ДМИТРИЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика