Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульпе йĕпеннĕ мăян çăкăрĕ

12 ноября 2014 г.

Куççульпе йĕпеннĕ мăян çăкăрĕ

Аттемĕрсем фронта тухса кайсассăн Мĕн пур нуша тиеннĕ ялтисем çине. Ах, вăрçă ачисем... Мĕн ма сывлатăр ассăнАса илмешкĕн йывăр иртнине...  (Иван САЛАНДАЕВ. "Вăрçă ачисем" сăвăран).  "Атте вăрçа тухса кайнине лайăх ас тăватăп-ха, - аса илет Анат Чаткасра пурăнакан ĕç ветеранĕ Нина Александровна Еремеева. - Пилĕк ачине те ыталарĕ те, аннене çапла каларĕ: "Пăлаки, эпĕ вăрçăран таврăнаймасан ачасене лайăх ỹстер. Çĕтĕк те выçă ан çỹреччĕр, ĕç çумне çыпăçчĕр. Мана ан манччĕр. Эпир, Юнкеровсем, нихăçан та çын мăшкăлĕ пулман, ачасем те, вĕсен ачисем те ырă ятлă пулччĕр". Фронтран таврăнаймарĕ атте - Александр Дмитриевич Юнкеров гварди рядовойĕ. Ленинград хулине фашистсенчен хỹтĕленĕ чух паттăрла вилни çинчен пĕлтерекен çыру илтĕмĕр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче Нина çиччĕри-саккăрти ача çеç пулнă-ха. Апла пулин те хĕн-асапа ытлашшипех тỹссе ирттернĕ: мăян çăкăрне, крахмал пашалăвне, колхоз столовăйĕнче пĕçернĕ вика яшкине куççульпе йĕпетсе çинĕ. "Ăçтан кăна чăтăмлăх çитнĕ-ши ун чухне? - ассăн сывлать паян Нина Александровна. - Илĕм-тилĕмпе тăрса колхоз хирне пучах пуçтарма каяттăмăр, мĕн пуçтарнине пĕр пĕрчĕ хăвармасăр бригадира панă хыççăн çум çумлама тухмаллаччĕ. Каçхине йĕтем çинче ĕçленĕ. Йывăç кĕреçе тытма вăй та юлмастчĕ, ывăннипе тырă купи çине йăванса каяттăмăр. ...Ачалăхăмпа çамрăклăхăм выляса-кулса юлаймасăрах иртсе кайрĕç. Шкулта та виçĕ класс çеç веренейрĕм, колхозра ĕçлемелле тесе анне ямарĕ". Вăрçă вăхăтĕнче çеç мар, ун хыççăнхи çулсенче те çăмăл пулман ял халăхне. Юхăннă колхоза ура çине тăратассишĕн чунтан тăрăшса, малашлăх ырă та илемлĕ пуласси пирки ĕмĕтленсе ĕçленĕ. Нинăна вун улттă тултаричченех вербовка йĕркипе Улатăрти махорка фабрикине ĕçлеме янă. Ун чух çак фабрика Хĕрлĕ Çар валли ятарлă заказ пурнăçланă, салтаксене махоркăпа тивĕçтерсе тăнă. Вербовка асапĕ Нинăшăн кунпа кăна вĕçленмен-ха. Яла таврăннă-таврăнманах ăна ял Советне чĕнтернĕ, Мускав облаçне кăмрăк кăлармалли шахта тунă çĕрте ĕçлеме каймалли çинчен пĕлтернĕ. Каллех - нушаллă ĕç, выçăллă-тутăллă пурнăç. Ун чух хĕр вун çиччĕ çеç тултарнă пулнă вĕт-ха. Мускав облаçĕ хыççăн Вологда тăрăхне вăрман касма янă Нина Юнкерована. Вăй-хал енчен çирĕп тесе, мĕн пур йывăр ĕç ун çине тиеннĕ. Хĕллехи шартлама сивĕре иккĕн туртмалли пăчкăпа тем хулăнăш хырсемпе пихтăсене касса йăвантарма, кайран кирлĕ чухлĕ сыпăласа юхан шыв хĕррине сĕтĕрме чăн-чăн паттăр çын çеç пултараять пулĕ. Чăваш хĕрĕсем вара чăтнă, тỹснĕ, Тăван çĕр-шывшăн ĕçленине чунпа туйса тăрăшнă. Вербовка срокне вĕçлесе яла таврăнсан, тепĕр кунах Нинăна бригадир колхоз ĕçне чĕннĕ. Мĕн тăвăн, хушнине пурнăçламаллах, амăшĕ çапла вĕрентсе ỹстернĕ. Уй-хир бригадинче, фермăра ĕçленĕ, 30 çул ытла вара ялти шкулта техничкăра вăй хунă Нина Александровна Еремеева. Хисеп грамотисемпе "Ĕç ветеранĕ" медаль илме тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе - Василий Алексеевичпа иккĕшĕ икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Василий Алексеевич та - ялти хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ. 40 çул ытла шоферта ĕçленĕ. Еремеевсен - ултă мăнук, мăнукĕсен те икĕ ачи пур. Йыш тата та ỹссе пырĕ-ха, пурнăç - малалла. Ывăлĕсем спортпа туслă пулнишĕн те савăнать амăшĕ. Олег, ак Шалти ĕçсен çарĕн запасри полковникĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ. ... Нина Александровнăран ашшĕ вăрçа тухса каяс умĕн каланă пехил сăмахне тепĕр хут аса илме ыйтрăм: пурнăçа кĕрейнĕ-ши унăн шанăçĕ? "Аттепе аннен пилĕк ачи те çĕр-шыва юрăхлă çитĕнчĕç,- терĕ ĕç ветеранĕ. - Шăллăм -Толя - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Унăн ачисем те - районта паллă фермерсем, çĕр çыннисем. Йăмăксем те, вĕсен ачисем те ылтăн алăллă. Аттен пехилĕ çĕре ỹкмерĕ, анне мĕн виличченех ăна аса илсе куççуль юхтаратчĕ..." Нина Александровна Еремеева кĕçех 80 çул тултарать. Çак ятпа ăна пĕтĕм ял-йыш, мĕн пур тăванĕ, ачисемпе мăнукĕсем чĕререн саламлаççĕ. Нумай пурăн, Нина аппа, эс пирĕн хушăра пурри - савăнăç.                                                                                                       И.САЛАНДАЕВ.                                                                                                                                                                           Анат Чаткас ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика