Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самартан - купăста, Краснодартан - кишĕр…

12 ноября 2014 г.

Самартан - купăста, Краснодартан - кишĕр…

"Вырăнта туса кăларнине, хамăр патăрта çитĕнтернине ытларах сутмалла",- çак сăмахсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ канашлусенче тăтăшах калать. Хальлĕхе Чăваш Енри суту-илỹ сетьĕнче республикăра туса кăларнă е туса илнĕ продукцин хисепĕ вăтамран 40 процент йышăнать. Тавар туянакансенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, республикăра тата хамăр районта пурăнакансем тăван çĕр çинче çитĕнтернĕ продуктсене ытларах килĕштереççĕ. Суту-илĕвĕн федераци пĕлтерĕшлĕ компанийĕсем (Шăмăршăри "Магнит" та унта кĕрет) Чăваш Енре мар, урăх регионсенче регистрациленнĕ. Çапла вара, миллионшар тенкĕ тупăш пирĕн патăрта юлмасăр вĕсен тĕп кантурне куçать. Чăнах та, çĕршĕн тата пурлăхшăн хуракан налуксене район бюджетне тỹлеççĕ-ха, анчах пĕтĕмĕшле тупăш çинче ку тинĕсри шыв тумламĕ пек çеç туйăнать. Çав вăхăтрах суту-илỹ предприятийĕнче ĕçлекенсем районти пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ: ача сачĕ, шкул, больница, çулсем... Çак учрежденисене тытса тăма район бюджетĕнчен пин-пин тенкĕ укçа тăкакланать-çке. Мĕн сĕнеççĕ-ха пире паян суту-илỹ çуртĕнче? Шел те, Чăваш Енре çитĕнтернĕ е туса кăларнă продукци (çăкăр-булкăсăр пуçне) питех те сахал. Купăста - Самартан, кишĕр - Краснодартан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр - Чулхуларан, сухан - Арзамасран... Эрех-сăра таврашне те таçтан аякран кỹрсе килеççĕ. Шупашкарта туса кăларнисене ытларах сутасшăн тăрăшмаççĕ. Паллах, ютран илсе килнĕ продукцие лавккара анлă вырăн пани вырăнти производствăна аталантарнă çĕрте пысăк чăрмав кỹрет. "Хальхи вăхăтра Чăваш Республики хăйĕн халăхне çĕр улмипе те, пахча-çимĕçпе те, сĕт-çупа та, аш-какайпа та туллин тивĕçтерме пултарать",- пĕлтерчĕç ман ыйту çине хуравласа Ял хуçалăх министерствинче ĕçлекенсем. Çавăнпа та хаçатра вырăнта тавар туса кăларакансене хỹтĕлекен тата хавхалантаракан статьясем ытларах çырма сĕнеççĕ. Пурнăç суту-илỹ ĕçне те улшăнусем кĕртсех тăрать. Ют çĕр-шывсенчен апат-çимĕç продукчĕсем туянма пăрахни чăваш хресченне пахча-çимĕçе, аш-какая, сĕт-çăва вырăнта ытларах туса илме хистет. Хамăр туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем лавкка сентрисем çинче хисеплĕ вырăн йышăнччĕр, халăха савăнтарччĕр.                                                                                                                                               И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика