12 ноября 2014 г.
ССО юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ май Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 1972-75 çулсенче инженер-электрика вĕреннĕ. Стройотрядпа 5 хутчен çула тухнă - комиссар та, пĕрлештернĕ ушкăнăн командирĕ те пулнă. Эпĕ вĕренме çар хыççăн кĕнĕ. Çавăнпа мана, хула ачисемпе е шкул сакки хыççăн тỹрех вĕренме кĕнисемпе танлаштарсан, ССОра çăмăлрах пулнă, паллах: ыйтусене хам тĕллĕн татса пама та, йывăр ĕçсене пурнăçлама та. Командирăн е комиссарăн тĕрлĕ яваплăха хăй çине илме тивет-çке: унăн раствор çăрса кирпĕч хума та пĕлмелле, ушкăна (унта вара 25-30 çын) ĕç калăпăшĕпе, шалупа, унтан та ытла - хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Студентсен отрячĕсем ĕçленипе кăна çырлахман, стена хаçачĕсем кăларнă, концертсем йĕркеленĕ, çула çитмен çамрăксене, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене, шефа илнĕ. Сăмах май, вĕсем тĕрĕс çул çине чăнах та тăчĕç. Асра юлнă самант тенĕрен... Эпĕ республикăра Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче телефон линийĕсем хывнă çĕрте тăрăшнă. Алтай тăрăхĕнче электричество кĕртнĕ çĕре хутшăннă - унта эпир вырăнти электриксем кивĕ оборудование пăснă хыççăн çĕнĕ йышшисене вырнаçтараттăмăр. Çамрăксем хулпуççи çине пилĕк пралук - 3 "фаза", "нуль", "заземлени" - çакса йывăç юпасем çине кушак пек хăпарма вĕренсе çитнĕччĕ. Каярахпа, хам тĕллĕн ĕçлеме пуçласан, çакă питех те кирлĕ пулчĕ мана. Направленипе Чулхула облаçне ĕçлеме ячĕç. Эпĕ, ĕнер кăна алла диплом илнĕ специалист, завод тĕп энергетикĕ! Калама кăна лайăх... Ĕçе пуçăннăранпа икĕ уйăх иртсен вăйлă çил-тăвăл тухрĕ. Завод хуçалăхне те хытах силлерĕ вăл. Канмалли кун ĕçе чĕнсе кăларчĕç - энергипе тивĕçтермелле-çке. Анчах куратăп - электриксен бригади çанă тавăрма васкамасть. Пĕри ĕнер туйра пулнă-мĕн, тепри пумилккере, виççĕмĕшĕ чирленĕ... Пĕр сăмахпа, ĕçлеме пултаракан çук имĕш. Хăйсем пурте куç хỹрипе мана сăнаççĕ - так, мĕн тăвĕ-ха ку çамрăк пуçлăх? Мĕн тăвĕ-мĕн тăвĕ? Эпĕ, ĕçе яланхи пекех костюмпа пынăскер, ăна ĕç тумтирĕпе улăштартăм, электрик "чĕрнине" тăхăнтăм, пралуксене хулпуççи çине çавăрса хутăм та юпа çине яланхиллех кушак пек хăпарса кайрăм. Мĕн, хăнăхман ĕç-им? Çав вырăнтине сыпăнтарса пĕтерсен çĕре антăм. "Ĕçе вĕçлени çинчен мана пырса доклад тăвăр", - терĕм те хамăн пỹлĕме кайрăм. Пĕр сăмах чĕнекен те пулмарĕ... Çапла тивĕçрĕм эпĕ ĕç коллективĕн хисепне. Çакăн хыççăн кун пек пăтăрмаха пачах та лекмен. Студентсен отрячĕсене хастар хутшăннисем пурнăçра çухалса каймарĕç. Ф.Сулейманов, сăмахран, фабрика директорĕ, А.Бородин - завод тĕп энергетикĕ, Г.Зайцев социаллă политика министрĕн заместителĕ пулнă, халĕ РФ ПД депутачĕн А.Аксаковăн пулăшаканĕ, Г.Стексов - Чăвашпотребсоюз правлени председателĕн заместителĕ, Ю.Кислов - завод директорĕ, В.Андреев - коопераци институчĕн ректорĕ. Л.Таймасов - проректор, В.Шурчанов - РФ ПД депутачĕ... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Кам пĕлмест паян РФ Федераци канашĕн членне Г.Николаевăна? Хула пуçлăхне Л.Черкесова? Çĕнĕ Шупашкарти сăра заводне çĕкленĕ Н.Егоров, Удмуртпотребсоюз правленийĕн председателĕ В.Токарев, "Сăвар" пĕрлĕх ертỹçи О.Цыпленков тата нумай паллă çын шăпах ССОра пиçĕхсе тĕрекленнĕ, пурнăçри çирĕп пĕрремĕш утăмĕсене шăпах унта тунă. Анатолий Смолин (тăпри çăмăл пултăр), Валерий Туркай (халĕ - "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ) поэтсем те хĕм сапакан йĕркисене шăпах ССОра шăрçаланă. А.УХТИЯРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи .