15 ноября 2014 г.
Юн кун районти Культура аталанăвĕн центрĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне, культработниксемсĕр пуçне, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Петьков хутшăннă. Канашлура районти методика центрĕн пуçлăхĕ А.Петрова культура ĕçченĕсен кăçалхи виççĕмĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕпе тата тăваттăмĕш кварталта пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă. Культура ĕçченĕсем умĕнче тăракан пысăк яваплă ĕç - Çĕнĕ çул уявĕсене çỹллĕ шайра тата пысăк йĕркелĕхпе ирттересси. Районта "Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне - чи лайăх илемлетỹ" ятпа конкурс ирттерме йышăннă, унта кашни учрежденипе организаци хутшăнтăр тесе тăрăшмалла. Виççĕмĕш кварталта çавăн пекех ача-пăча илемлĕ пултарулăх коллективĕсем валли "Задорный каблучок" конкурс та йĕркелеме палăртнă. Вăл Культура аталанăвĕн центрĕн сцени çинче декабрĕн 19-мĕшĕнче иртмелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков хăйĕн сăмахĕнче культура учрежденийĕсенче халăха тỹлевлĕ çăмăллăхсем парассине тĕпрен лайăхлатма чĕнсе каланă. Ку енĕпе ырă тĕслĕхсем пур пулин те, çитменлĕхсем те чылай-ха. Культура ĕçченĕсен интереслĕ мероприятисем ытларах ирттерсе çынсене илĕртме пĕлмелле. Чунтан тăрăшмасан, укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваймăн. Пурнăç çапла ыйтать. Канашлура районта Культура çулталăкне вĕçлемелли концерт программин планне тишкерсе тухнă, унта районти авторсен произведенийĕсене ытларах вырăн памаллине палăртнă.
Н.ИВАНОВ.