Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм хăлха - çывăх тус

15 ноября 2014 г.

Кам кама-тăр, мĕн мĕне-тĕр юратать. Ял çыннисемшĕн вара выльăх-чĕрлĕх çывăхрах. Картишре ĕне-вăкăр, сысна, сурăх, хур-кăвакал сасси пурри камăн кăмăлне çĕклемĕ? Вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлсан Улмаллăри Н.Тимофеев та вăрах шухăшласа тăман, хăйĕн ĕçне пуçарса ярас тенĕ. Çак тĕллевпех çамрăк халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра çитсе килнĕ. Пулăшнă кунта ялта тĕпленес текен çынна. Кăçалхи февраль уйăхĕнчен вара Николай кроликсем усрама тытăннă. Унтанпа фермерăн "вăрăм хăлхасен" йышĕ пайтах ỹснĕ. - Вăрăм хăлха - çывăх тус, - теме юратать Н.Тимофеев. - Кашниех чуна çывăх. Кроликсем усрасси пĕрре те ансат ĕç мар. Çуллахи тапхăрта вĕсем ытларах курăкпа пурăнаççĕ-ха. Анчах çак чĕр чунсене кашни ỹсен тăранах юрамасть. Çавăнпах тимлĕ пулма, ветеринарсемпе те канашлама тивет. Хĕл валли те утă, милĕк сахал мар хатĕрлемелле. Кроликсем - хăвăрт ĕрчекен чĕр чунсем, çулталăкра темиçе хут та çăвăрлаççĕ. Н.Тимофеевăн халĕ "вăрăм хăлхасем" миçе-ха? - Шутлама, калама хушмаççĕ - алăран каять,- шỹтлет Николай. Пĕр сăмахпа, унăн хуçалăхĕнче пушă читлĕхсем пачах та çук. Выльăх усрасан (кролика та çак шутах кĕртмелле пулĕ), тупăшĕ те пулмалла пек. Тухтăрсем каланă тăрăх, унăн ашĕ диета шутланать, нумай чиртен сипленнĕ çĕрте пысăк пулăшу парать. - Хам пусмастăп - шеллетĕп. Çавах та, хам пăхса ỹстернĕ хỹтлĕхсĕр чунсем вĕт. Туянас текенсене сутатăп. Ытларах чухне - парнелетĕп, - терĕ Н.Тимофеев пĕр читлĕх умĕнче чарăнса.- Акă çак кунсенче тепĕр ами çăвăрламалла. Сире те çĕнĕ чĕр чунпа савăнтарма пултаратăп... Çакăн хыççăн ăна маларах тав тумалли çеç юлчĕ. В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика