Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе - анне чĕлхи

15 ноября 2014 г.

"Хам коренная чувашка пулсан та чăвашла вулама-çырма пĕлместĕп, поэтому район газетĕнче мĕн çырнине толком не понимаю", - çапла каласа тỹрре тухма пăхрĕ район центрĕнче пурăнакан, пĕр кантурта бухгалтерта ĕçлекен хĕрарăм. Эпĕ ăна "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнса илме сĕннĕччĕ. "Мĕн, Шăмăршă шкулĕнче чăвашла пачах та вĕрентмен-и сире?", - ыйтрăм хайхинчен. "Вĕренткеленĕ пулмалла, - сăлтавсăрах ахăлтатса кулчĕ хĕрарăм. - Что учили - пĕр хăлхаран кĕрсе тепринчен тухса кайнă пуль!" Шеллес килчĕ ман ăна. Унпа пĕр çулсенчи çынпа - Шăмăршăра пурăнакан Александр Ичанкинпа тăван чĕлхе пирки калаçни асăма килчĕ. Саша та район центрĕнчи шкулта пĕлỹ илнĕ, чăвашла вулама-çырма вара чăн чăваш шкулĕнче вĕреннисенчен кая мар пĕлет. Район хаçатне юратса та ăнланса вулать, хăш-пĕр сăмахсене тĕрĕсех çырманнишĕн журналистсене ỹпкелесе те илет. "Чăвашла "пăхаттир" тесе мар, "паттăр" тесе çырмалла, - терĕ вăл иртнинче редакцие килсен. - "Пăхаттир" вăл - вырăс сăмахĕ. Шыраса пăхрăмăр та, çак сăмаха чăвашла-вырăсла словарьте чăнласах та тупаймарăмăр. Н.И.Ашмарин словарĕнче те çук. Вăл е ку япалана çыриччен словарьпе те усă курмалла иккен! "Пĕр чĕлхе пĕлни - аван, икĕ чĕлхе пĕлсен - тата та лайăхрах", - тенĕ ваттисем. Атте-анне чĕлхине вара пурне те пĕлме хушнă. Пире, редакцире ĕçлекенсене, Шăмăршăра пурăнакансем район хаçатне сахал çырăнса илни хытă пăшăрхантарать. Кунти халăхăн 70 проценчĕ ытла чăвашсем пулин те, "Шăмăршă хыпарне" аллă çемьерен пĕри çеç çырăнса илет. Çырăнакансен йышĕ çултан çул чакса пырать. Çакă, пирĕн шутпа, юлашки çулсенче район центрĕ вырăсланса пынипе те çыхăннă. Хăшĕсем чăвашла калаçма та вăтанаççĕ пулмалла, çакна тĕрлĕ кантурти тỹре-шарапа сăмахланă чухне те асăрхатăн. Таса, илемлĕ, тирпейлĕ калаçакансене паян ялсенчи ватă çынсем хушшинче çеç тĕл пулатăн. Ваттисем яланлăхах кайсан, тăван чĕлхе шăпи мĕнле пулĕ? Чăвашла вулама-çырма пĕлмен çынсем асатте-асанне чĕлхине сумсăра кăлармĕç-ши? Кунта эпĕ "атте-анне" сăмаха юриех асăнмарăм, мĕншĕн тесен паян вĕсен хушшинче те тăван чĕлхене юратманнисем чылайăн. Пĕр хĕрĕх çул каялла Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çыравçăсен канашлăвĕнче çапла каланăччĕ: "Шăллăмсем, йăмăкăмсем - чăвашла çырнине вулакансен йышĕ чакса пырать. Куншăн патшалăх та тăрăшрĕ пулĕ-ха. Халĕ пирĕн кашни чăваш ачине хỹтлĕхе илмелле: ача садĕнче, шкулта, килте, урамра тăван чĕлхепе калаçчĕр, тăван юрăсене юрлаччĕр, тăван вăйăсене выляччĕр. Эпир тăрăшмасан, чăваш чĕлхишĕн урăх никам та хыпса çунмĕ". Илпек сăмахĕ паянхи куншăн та çав тери тĕрĕс те витĕмлĕ вĕт-ха. Тăван чĕлхене хисеплемесен - пĕтетпĕр. Çакна манар мар, тăванăмăрсем!

И.САЛАНДАЕВ,

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика