15 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртет. Унта юстици, шалти ĕçсен, вырăнти влаç органĕсем, Чăваш Республикинчи ачасен прависене сыхлас ĕç Уполномоченнăйĕ, нотариус тата адвокатсен пĕрлĕхĕсем, ытти тĕрлĕрен организацисем хутшăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертỹçи Д.М.Сержантов çак кун çынсене Шупашкарти Ленинградская урамри 36 çуртра 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнать. Çак кун пурне те ачасен прависем, опекăпа попечительство, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕсен енĕпе тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ.