15 ноября 2014 г.
!["Юратнă ĕçĕм - ман кун-çулăм",- тет Чукалти участок лесничествин инспекторĕ Н.В.Малеев "Юратнă ĕçĕм - ман кун-çулăм",- тет Чукалти участок лесничествин инспекторĕ Н.В.Малеев](../UserFiles/news/20141117/img_3194_Preview(2).jpg)
Шăпах утмăл çул каялла, 1954 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Çиччĕ тултарсан ялти шкула кайнă, унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра вăл спортăн тĕрлĕ енĕсемпе туслашнă. Уйрăмах Николай тăршшĕне сикессипе тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çитĕнỹсем тунă. Техникумра "чемпион" тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе "Çĕрпỹ районĕн чемпионĕ" ятсене çĕнсе илнĕ. Техникум хыççăн тăван колхоза таврăннă, Н.Малеева правлени трактор бригадин бригадирĕ пулма шаннă. Николай Васильевич çуралнă ял - Кивĕ Чукал - Сăр вăрманĕ хĕрринче вырнаçнă. Тен, ачаранпах унăн пурнăçĕ вăрманпа çыхăннăран-ши, Николай Чукалти лесничествăра трактористра ĕçлеме пуçланă. Хастар ĕçшĕн ăна Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕ Хисеп грамотипе чысланă. Тăрăшуллă ĕçне тата тỹрĕ кăмăллăхне хакласа часах ăна Чукал лесничествин лесникĕ пулма çирĕплетнĕ. Н.Малеев çак шанăçа ĕçпе тỹрре кăларнă. Каярахпа ăна çак лестничествăн вăрман мастерĕ пулма шаннă. Юлашки çулсенче Николай Васильевич ĕçлекен участокра çут çанталăка сыхлакан законодательствăна пăснă тĕслĕхсем, пушарсем пулман тесен те юрать. Çак пулăм, паллах, вăрманçă тимлĕхĕнчен нумай килет. Çапла вара, Чукалти лесничествăра вăй хума тытăннăранпа 26 çул та çитрĕ. Çак хушăра вун-вун гектар çамрăк хунавсем лартса чĕртнĕ, упраса ỹстернĕ. Чуна парса ĕçленĕшĕн, ĕçри хастарлăхшăн Н.Малеева "Патшалăх вăрман сыхлавĕнче 10 çул службăра тăнăшăн" тата "Вăрман пуянлăхне упранăшăн, ỹстернĕшĕн" паллăсемпе чысланă. Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ тата Шăмăршă район администрацийĕ панă Хисеп грамотисем те пур унăн. Утмăл çула çитнĕ пулсан та, Николай Васильевич халĕ те спортпа туслă. Уйрăмах вăл йĕлтĕр спортне кăмăллать. Кашни çулах мăшăрĕпе иккĕшĕ те "Раççей - йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Хĕлле вăрмана йĕлтĕрпе çỹренисĕр пуçне вăл çулла кăмпа-çырла пуçтарма юратать. Ку ĕçе хăйĕн ачисемпе мăнукĕсене тата пĕр касри ачасене явăçтарать, çамрăк ăрăва тăван çут çанталăка юратма вĕрентет. Çак çул Николай Васильевичпа Анжелина Ивановна çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа шăпах 35 çул çитрĕ. Анжелина Ивановна хăйĕн пурнăçне халăха çутта кăларас ĕçпе тачă çыхăнтарнă. Вăл вĕрентỹçĕ çеç мар, тăван тавралăх тĕпчевçи те. Николай Васильевичпа Анжелина Ивановна иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕçлĕ пулнă. Хĕрĕпе кĕрỹшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем Николай Васильевича çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлаççĕ, лаштра юман пек çирĕп сывлăх сунаççĕ. "Юратнă ĕçре вара тăрна куçĕ евĕрлĕ çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăват пултăр!" - теççĕ. В.ВАСИЛЬЕВ.
Кивĕ Чукал ялĕ.