Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Верховнăй Главнокомандующи тав тунă

15 ноября 2014 г.

Верховнăй Главнокомандующи тав тунă

Михаил Никитич Еливанов 1915 çулта Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах хаяр çапăçусене хутшăннă. Танк водителĕ пулнă, хăйĕн чаçĕпе Берлинах çитнĕ. 1945 çулта, чи лайăх салтаксен йышĕпе, Михаил Еливанов танкист Японие хирĕç пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартать. Çакăншăн ăна Совет Союзĕн Верховнăй Главнокомандующийĕ И.Сталин 372 -мĕш номерлĕ Приказпа тав тунă. М.Еливанов тăшманăн Маньчжуро-Чжалайнур тата Холунь-Аршанск патĕнчи çирĕплетнĕ районĕсем витĕр танкпа вирхĕнсе тухнă, Пысăк Хинган ту хысакĕ урлă каçнă, Монголипе Маньчжурие иртнĕ кăларма хутшăннă. Паттăр салтак çинчен дивизи хаçачĕнче те мухтаса çырнă, чăваш каччинчен тĕслĕх илме сĕннĕ. Тăван ялне М.Еливанов кăкăр тулли наградăпа таврăннă. Мирлĕ ĕçре те пысăк хастарлăх кăтартнă. 1979 çулта çĕре кĕнĕ.

Ỹкерчĕк çинче: М.Еливанов хăйĕн мăшăрĕпе Мария Владимировнăпа. (Вăрçă хыççăнхи сăн ỹкерчĕк).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика