Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "100 çула çитесчĕ-ха!"

15 ноября 2014 г.

"100 çула çитесчĕ-ха!"

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăра пурăнакан педагогика ĕçĕпе тыл ветеранĕ М.Р.Пидюкова 95 çул тултарчĕ. Мария Романовна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. 1936 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă та, вăтăр çул ытла шкулта ĕçленĕ. Тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе чысланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче М.Пидюкова ыттисемпе пĕрле ялти мĕн пур йывăрлăха тỹссе ирттернĕ, хăй çиес çăкăра ачасене парса нумайăшне выçăпа вилесрен çăлса хăварнă. Юбиляра саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Владимир Петьков тата социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров килнĕ. Вĕсем Мария Романовнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Фадеевăн саламлă открыткипе парнине пачĕç, ветерана çирĕп сывлăхпа телейлĕ ватлăх сунчĕç. "Çакăн пек ырă пурнăçра 100 çула çитесчĕ-ха",- терĕ савăнăç куççульне шурă тутăрпа шăлса Мария Романовна. "100 çул çеç мар, ытларах та пурăнăр, сиртен ыттисем тĕслĕх илччĕр", - ырă сунса каларĕç хисеплĕ хăнасем.

Г.ПЕТЬКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика