Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Статистика пурне те пĕлет

19 ноября 2014 г.

Статистика пурне те пĕлет

Ĕнер район администрацийĕнчи ларусен залĕнче Статистика кунĕ иртрĕ. Районти организацисемпе предприятисен, ял тăрăхĕсен представителĕсемпе Чăвашстат ертỹçисемпе специалисчĕсем тĕл пулчĕç. Пухăннисен умĕнче чăн малтан Патшалăх статистикин Федераци службин Чăваш Республикинчи территори органĕн (Чăвашстат) ертỹçин çумĕ Л.Петрова тухса калаçрĕ, Статистика кунĕн тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн, мероприятисен регламенчĕпе килĕшỹллĕн, секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Л.Петрова Шăмăршăри вăтам шкулăн 10 "А" тата 10 "Б" класĕсенче Статистика урокĕ ирттерчĕ. Район администрацийĕн çуртĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, бюджет, коммерци, ял хуçалăх учрежденийĕсемпе организацийĕсенче ĕçлекенсемпе фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем валли патшалăх статистикин органĕсене бухгалтерин çулталăкри отчетне парас ыйтупа заняти иртрĕ. Чăвашстат представителĕсем çавăн пекех миграци службин районти подразделенийĕнче, ЗАГС пайĕнче, ветслужбăра ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕнче граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнни, Патшалăх статистикин ыйтăвĕсене çăмăл чĕлхепе ăнлантарса пани те Статистика кунĕ усăллă иртнине çирĕплетет. Статистика кунĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков хутшăнчĕ. ("Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕ Чăвашстат ертỹçин çумĕнчен Л.Петроваран илнĕ интервью хаçатăн çитес номерĕнче пичетленет).

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика