Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян - Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ

19 ноября 2014 г.

Паян республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче тата ял халăхĕпе тĕл пулса Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакансене юридици енĕпе тỹлевсĕр пулăшу парĕç. Информаци кунĕн тĕп темисем: ноябрĕн 20-мĕшĕ - ачасене право пулăшăвĕ памалли кун; ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем тата ЧР ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси; ял хуçалăх техникине тата механизмсене хĕл каçма упрама лартасси; çынсене нумай функциллĕ центрсем урлă патшалăх тата муниципаллă çăмăлăхсем парасси; патшалăх тата муниципаллă çăмăлăхсене электронлă майпа илнĕ чухне патшалăх тата муниципаллă çăмăлăхсен Пĕрлехи порталĕнче регистрацилесси. Кунсăр пуçне Информаци кунĕнче "Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси; эрех-сăра ĕçнине контроллесе тăрассине вăйлатасси, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешесси" ыйтусене те çĕклеççĕ. Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата чи аякри ялсене тухса каяççĕ, ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, çивĕч ыйтусем çине хурав параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика