Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тинĕс" шывĕ çитĕ ялсене

19 ноября 2014 г.

"Шăмăршă тинĕсĕ" - Хырла шывне пĕвелесе тунă водохранилище - республика пĕлтерĕшлĕ пысăк объект. Çавăнпа та ăна хута ярассине - Шăмăршăпа Патăрьел районĕсене тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме пуçлассине - çирĕп тимлĕхре тытаççĕ. Ноябрĕн 13-мĕшĕнче çак объектра водовода шыв парса тăракан сооруженисен комплексĕпе çыхăнтарас ыйтупа канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне, Шăмăршă районĕн ертỹçисемпе специалисчĕсемсĕр пуçне, Чăваш Республикинчи Строительство министерствин тата "Старко" ООО представителĕсем хутшăннă. Вĕсем шыв хранилищинче çав тери пысăк ĕç пурнăçланине палăртнă. Шыв тасатакан станци ĕçе пуçăнма хатĕрпе пĕрех. Насус станцийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ, шыв трассине çунă тата дезинфекци тунă. Шăмăршă ялне пыракан водопровод сетьĕн пĕр пайне ушкăнлă водоводпа çыхăнтарнă ĕнтĕ. Палтиелпе Виçпỹрт Шăмăршăра шыв башнисене водопровод сетьĕпе çыхăнтарас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен шыв тасатакан станцие усă куракан организаци аллине параççĕ.

Н.ГОЛОВИНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика