Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пушар!" тесен, сехре хăпать…

19 ноября 2014 г.

"Пушар!" тесен, сехре хăпать…

Кăçалхи ноябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне районта 15 пушар пулнă (пĕлтĕрхи çак вăхăтра - 14). Вут-кăварта 1 çын аманнă, 2 çын вилнĕ. Пушар тухнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: вут-кăварпа асăрханусăр усă курни, электрооборудовани тата кăмакасем юсавсăр пулни е вĕсемпе усă курмалли правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни. Шăмăршă (кăçал - 5, пĕлтĕрхи çак вăхăтра - 4), Карапай Шăмăршă (2 тата1), Палтиел (3 тата 0), Кивĕ Чукал (1 тата 0), Чукал (2 тата 0) ял тăрăхĕсенче пушар тухнă тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен ỹснĕ. Çак тата ытти ыйтусене чрезвычайлă лару-тăру пуласран асăрханас тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетсĕр ларăвĕнче çивĕч çĕкленĕ. Комисси членĕсем районти надзор ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Кляжев пушар тухасран асăрханас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен пĕлтернине итленĕ, ку енĕпе хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине палăртнă. Уйрăммăн илсен, халăх хушшинчи профилактика ĕçне вăйлатмалла, ĕçкĕпе иртĕхекен шанчăксăр çемьесене куçран вĕçертме юрамасть. Вут-кăварпа асăрхануллă пуласси пирки Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн шкулсенче тата ĕç коллективĕсенче ăнлантару ĕçне йĕркелемелле. Ялсенчи шыв илмелли вырăнсене, гидрантсене йĕркене кĕртмелле.

А.ЕЛИСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика