Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕмсем пур пулин те

19 ноября 2014 г.

Район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартăвĕсене тишкерсе пăхсан, куç умне çакăн пек ỹкерчĕк тухса тăрать. 1. Промышленноç Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти предприятисем пурĕ 9268 пин тенкĕлĕх промышленноç продукцийĕ туса кăларнă (2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 130,3 проц.). Уйрăммăн илсен, Шăмăршăри йывăçпа ĕçлекен цех (А.Романов) 1246 пин тенкĕлĕх (100,3 проц.), "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ 1297,7 пин тенкĕлĕх (112,2 проц.), "Шемуршинсксельэнерго" ЗАО 705,2 пин тенкĕлĕх (90,5 проц.), "Шăмăршă çăкăрĕ" пекарня (О.Хлюкин) 6019 пин тенкĕлĕх (153 проц.) продукци хатĕрленĕ. 2. Ял хуçалăхĕ Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 7 ял хуçалăх предприятийĕ, 62 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата 6572 уйрăм хушма хуçалăх шутланнă. Январь-февраль уйăхĕсенче тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсем 1918,4 тонна аш (105,5 проц.), 15274,8 тонна сĕт (101,6 проц.) туса илнĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 9340 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 13028 пуç сысна, 511 пуç лаша, 6112 пуç сурăхпа качака шутланнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 3,2 проц., сурăхсемпе качакасен йышĕ 2 проц. ỹснĕ. Хуçалăхсем пурĕ 18,7 пин тонна тырă (пĕлтĕрхинчен 10,6 проц. ытларах) пухса кĕртнĕ, кашни гектартан вăтамран 19,9 центнер (пĕлтĕр - 18,3 центнер) тырă пуçтарса илнĕ. Пурĕ 20 пин тонна çĕр улми (пĕлтĕрхинчен 16,6 проц. сахалрах), 2,3 пин тонна пахча-çимĕç (100 проц.) пухса кĕртнĕ. 2014 çулта килти хушма хуçалăха аталантарма 612 çемье пурĕ 144,9 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. 3. Инвестици проекчĕсем ĕçе кĕреççĕ Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çакăн пек инвестици проекчĕсем ĕçе кĕреççĕ: - сăвăнакан 100 ĕне вырнаçмалли витене реконструкцилесси тата çĕнĕ техника оборудованийĕ вырнаçтарасси (О.Хлюкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, проектăн сметăпа пăхнă хакĕ - 7 миллион тенкĕ); - витене реконструкцилесси тата сĕт оборудованийĕ туянасси ( А.Максимовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, проектăн сметăпа пăхнă хакĕ - 4 миллион тенкĕ). Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче тинтерех çеç ĕçе пуçăннă фермерсем патшалăхран çакăн пек пулăшу илнĕ: - Ф.Рахматуллов фермер "Тĕш тырă культурисем туса илме ял хуçалăх техники туянмашкăн производство базине аталантарасси" бизнес-плана пурнăçа кĕртме; - Л.Антонова фермер "Ĕне выльăхсен шутне ỹстересси тата ферма валли çĕнĕ техника туянасси" бизнес-плана пурнăçа кĕртме. 4. Строительство Январь-сентябрь уйăхĕсенче пурăнмалли лаптăк 7217,4 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă (90,7 проц.), çав шутра экономкласс йышшине - 4025 тăваткал метр. Тăлăх ачасем валли, строительствăна 4473,2 пин тенкĕпе пая кĕрсе, 5 çурт-йĕр тунă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 5 çамрăк çемьепе 4 гражданин федерацин "Яллă территорисене 2014-2017 çулсенче тата 2013 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн - пурĕ 6598,4 пин тенкĕлĕх - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра Палтиелĕнчи вăтам шкул (1644,1 пин тенкĕлĕх), Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул (820 пин тенкĕлĕх), Анат Чаткасри культура аталанăвĕн центрĕн (1263,9 пин тенкĕлĕх) çурчĕсене тĕпрен юсанă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче муниципаллă район чиккинчи автомобиль çулĕсене тытса тăма 8319,4 пин тенкĕ, ял территорийĕсен чиккинчи автомобиль çулĕсене тытса тăма 1037,3 пин тенкĕ, район пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама 3371,3 пин тенкĕ, ялсенчи çулсене юсама 1815,1 пин тенкĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнчи çула юсама 981,6 пин тенкĕ уйăрнă.

Э.ЖАМКОВА, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика