Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр ача, çирĕм мăнук …

19 ноября 2014 г.

Тăхăр ача, çирĕм мăнук …

"Хама эпĕ питĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп, - тет Пуянкассинче пурăнакан Е.Л.Алексеева. - Мăшăрăмпа тăхăр ача çуратса ỹстертĕмĕр. Халĕ манăн çирĕм мăнук, кĕçĕн мăнуксем - вун саккăрăн..." Елена Лукинична çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.Ендиеров тата Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин килнĕ. Вĕсем Елена Лукиничнана çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунчĕç. Пуринчен ытла тыл ветеранне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Фадеевăн Тав çырăвĕсем хавхалантарчĕç. Эппин, унăн пурнăçĕ ахаль иртмен, Тăван çĕр-шыв ăна сума сăвать. Елена Лукинична 1924 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче хамăр районти Тури Чаткас ялĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вун çиччĕри хĕр пулнă. Вăрçă вăхăтĕнчи мĕн пур хĕн-асапа тỹссе ирттернĕ, тылра вăйран кайиччен ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă. Каярахпа Карапай Шăмăршă тата Çĕнĕ Шăмăршă шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ, Пуянкасси клубĕн заведующийĕнче те вăй хунă. Ăçта кăна ĕçлесен те, Е.Л.Алексеева хăй хыççăн ырă ят хăварнă, чунтан тăрăшнă. Общество пурнăçне те хастар хутшăннă. 1947 çулта вăл хăйсен ялĕнчи вăрçă участникне Михаил Степанович Алексеева качча тухнă. Çынсем ăмсанмалла - телейлĕ те килĕштерсе пурнăç çулĕпе утнă вĕсем. Хальхи вăхăтра Елена Лукинична кĕçĕн ывăлĕн Николайăн çемйипе пĕрле пурăнать. Çулĕсем нумай пулин те, ветеран килти хуçалăхра пулăшать, пахчара ĕçлет. "Çут çанталăк илемĕ тата çемье ăшши мана пурăнма вăй парса тăраççĕ",- тет хисеплĕ ватă. Елена Лукиничнăна пĕтĕм ял-йыш тата та нумайрах çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунать.

Н.АНДРЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика