19 ноября 2014 г.
Андриян Николаев космонавт ларса пынă машинăна пăшалтан пенĕ тенине илтнĕччĕ. Инкек хăçан тата ăçта пулса иртнĕ? Перекен кам пулни паллă-и? Н.КАРЗАНОВ, Кивĕ Чукал ялĕ. 1969 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче нумай миллион çын сенкер экран çумне "çыпăçса" ларнă. Тỹрĕ эфирта - космонавтсен Мускаври тĕл пулăвĕ. Телекамерăсем уяв хуçисен савăнăçлă пит-куçне, мероприятие хутшăнакан çĕр-шыв ертỹлĕхне тата Кремле çул тытакан кортежа сăнакан халăха пысăккăн кăтартнă. Репортажа çав вăхăтри чи паллă телеçăлтăрсем ертсе пынă. Сасартăк эфир татăлнă. Сехетрен тин экран çине чыслав саманчĕ тухнă. Анчах темшĕн Паттăр Çăлтăрне Брежнев мар, Подгорный панă... Çынсен сăн-пичĕ тĕксĕмленнĕ, асăрханулăх, пăлхану палăрнă... Темĕн пулса иртни тỹрех сисĕннĕ. Телекуравçăсенчен мĕн пытарнă-ха? ... Правительство кортежĕ Боровицки хапхисем патне çывхарсан пăшалтан пенĕ сасă илтĕнсе кайнă. Палламан çын пĕрремĕш "Чайкăна" хăй патĕнчен ирттерсе янă хыççăн иккĕмĕшĕ патне ăнтăлнă, хирĕç килекенскере икĕ пистолетран харăс пеме пуçланă. Автомобилĕн чỹречи çĕмĕрĕлсе самантрах вĕтĕ-вĕтĕ йĕрсемпе хупланнă. Йывăр суранланнă водитель руль çине тỹннĕ. Машинăри çынсем ларкăч хыçне пытаннă. Пуля "çумăрĕ" чылайччен пынă. Каярахпа вун ултă хутчен пенине çирĕплетнĕ. Автомобильте Брежневпа пĕр сăнлăрах Береговой, Николаев, Терешкова космонавтсем тата хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ Романенко пулнă. Кĕленче ванчăкĕсем Береговойăн питне амантнă, Николаева пуля çурăмĕнчен шăйăрса иртнĕ. Пирĕн ентеш кăткăс лару-тăрура çухалса кайман - руле аманнă водительтен ярса илсе транспорта çул хĕрринче чарса лартнă. Пăшалтан пенĕ Виктор Ильин офицер хăй йăнăшнине пĕлсен чылайччен кăшкăрашнă. Вăл иккĕмĕш "Чайкăра" Леонид Брежнев ларса пырать тесе шухăшланă, пульăсене ун валли хатĕрленĕ. Çакăн евĕр тапăну Кремль территорийĕнче 1942 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче те пулнă. Ун чухне Хĕрлĕ Çартан тарнă салтак Микоян наркомăн машинине Сталинăн пулĕ тесе пенĕ.