Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх программипе килĕшỹллĕн

22 ноября 2014 г.

Çак кунсенче пенсисене патшалăх енчен софинансировани тумалли Программăна улшăнусем кĕртесси çинчен калакан Федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшỹллĕн, 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен çỹлте асăннă Программăна хутшăнайманнисем 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен заявлени пама пултараççĕ. Пĕрремĕш взноса вара 2015 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен хывмалла. Кун пек чухне патшалăх хăйсен ирĕкĕпе взнос хывнисене, енчен те вĕсем çулталăкра 2000 тенкĕрен кая мар взнос тỹленĕ пулсан, 10 çул хушши софинансированипе тивĕçтерет. Çавăн пекех хушма взноссене софинансировани тумалли условисене те улшăну кĕртнĕ - патшалăх Программăна хутшăнакан гражданин пенсие тухман пулсан кăна взноссене икĕ хут пысăклатать. 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен Программăна хутшăннă пенсионерсем вара унчченхи пекех взнос тỹлеме тата патшалăх софинансированине илме пултараççĕ. Программа пирки тĕплĕнрех талăкĕпех тỹлевсĕр ĕçлекен 8-800-510-55-55 телефонпа е Раççей Пенси фончĕн www.pfrf.ru сайчĕ урлă пĕлме май пур.

РФ Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи Управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика