Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурси адресĕ - "Сувар" предприяти

22 ноября 2014 г.

Экскурси адресĕ - "Сувар" предприяти

Ноябрĕн 17-21-мĕшĕсенче Чăваш Енре волонтер-профориентаторсен "Эсĕ суйласа илнĕ професси" акцийĕ иртнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пуçарнипе, çак акци 2008 çултанпа иртет. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем "Сувар" АСОна экскурси йĕркеленĕ. Предприяти ертỹçи А.Максимов вĕренекенсене производство базипе тĕплĕн паллаштарнă. Ачасем çăнăх тата кĕрпе тăвакан цехра, выльăх апачĕ хатĕрлекен цехра, хăма çуракан цехра, автомобильсем юсакан цехра пулса курнă, рабочисемпе калаçнă. Лаша витине кĕрсе курни те пурне те килĕшнĕ: кунта лаша спортне аталантарассишĕн пысăк вăй хураççĕ иккен. "Сувар" АСОри профессисем вĕренекенсене питĕ килĕшнĕ, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн кунта ĕçлеме килес шухăшлисем нумай пулнă.

С.КУЗЬМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика