22 ноября 2014 г.
Юн кун республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Шупашкартан килнĕ тата районти информаци ушкăнĕсем ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Петьков тата Чăваш Республикин стандартизаципе метрологи енĕпе ĕçлекен регионти центрĕн директорĕ С.Абрамов Пуянкасси ял тăрăхĕнче, Федерацин Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн патшалăх службин Управленийĕн ертỹçин çумĕ Н.Романов тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ В.Севрюгин Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. Информаци кунĕн тĕп темисемпе - ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе, çынсене нумай функциллĕ центрсем урлă патшалăх тата муниципал çăмăллăхĕсем парассипе, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнассипе тата ĕçкĕпе иртĕхессине хирĕç кĕрешессипе - ыйтусем те нумай пулнă. Информаци ушкăнĕсем вĕсем çине тулли хурав панă. Çав кунах ял çыннисене юридици енчен тỹлевсĕр пулăшу та панă, çĕнĕ саккунсем тăрăх калаçу йĕркеленĕ. Информаци ушкăнĕсене çавăн пекех тĕнчери лару-тăрупа, лавккасенчи хаксемпе çыхăннă ыйтусем те панă. Кĕскен каласан, халăхпа ирттернĕ тĕл пулусем питĕ усăллă иртнĕ.
З.ВОЛКОВА.