22 ноября 2014 г.

Пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Ытларах чухне çемьери хутшăнусенче йывăрлăхсем пулаççĕ: упăшки арăмĕ, ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă çĕклеççĕ. Эрех-сăрапа туслă пулни те ырри патне илсе çитермест. Шел пулин те, районта çакнашкал тĕслĕхсем сахал мар. Саккуна пăсни преступлени туни шутланать. Кун пек ан пултăр тесе прокуратура, полици ĕçченĕсем сахал мар тăрăшаççĕ. Çакăн усси куç кĕретех. Çак кунсенче район прокурорĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн канашлăвĕ пулса иртрĕ. Нумай ыйтусене сỹтсе яврăмăр унта. Чи пĕлтерĕшли çемьери хутшăнусем пирки пулчĕ. Йывăр лару-тăрури çемьесем, тỹрех каламалла, ялсенче сахал мар. Вĕсене пурне те шута илнĕ. Çакнашкал çемьесем мĕнле пурăннине тивĕçлĕ органсем тĕрĕслесех тăраççĕ, тимлĕхре тытаççĕ. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков, полицин районти уйрăмĕн ертỹçи С.Агеев тĕплĕн паллаштарчĕç, нумай-нумай витĕмлĕ тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Шухăшлаттараканни вара сахал мар. Канашлăва йĕркене пăснă çынсене те чĕннĕччĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха вĕсем, хăйсене айăплă тесе шутлаççĕ-и? Хăшĕсем хăйсене тỹрре кăларма хăтланчĕç: эрех-сăрапа та ашкăнмаççĕ имĕш, çын çине алă çĕклемеççĕ. Анчах та фактсенчен пăрăнса иртеймĕн. Пĕр тĕслĕх çеç: ỹсĕр хĕрарăм ман çума та çулăхнăччĕ. Ача çине алă çĕклени - ăнланмалла мар пулăм. Чун тĕпренчĕкне мĕншĕн хĕнемелле-ха? Пур çав çакăн пек тĕслĕхсем, пур. Акă пĕр ялта амăшĕ интернатра пурăнакан, вĕренекен ывăлне хĕнесе пĕтернĕ. Вăл инвалид ачишĕн пособи те илсе тăрать. Çак укçаран пĕр пусĕ те ывăлне тивĕçмест - эрех туянма каять. Амăшĕ теме пулать-и вара çакнашкал хĕрарăма? Канашлăва чĕннисем - пурте хĕрарăмсем. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма та йывăр - кашниех "симĕс çĕлен" серепине лекнĕ, çавах тỹрре тухма пăхаççĕ: текех ĕçмеççĕ имĕш. Анчах та çук иккен. Йывăр çемьесене полици уйрăмĕн участковăйĕсем, социаллă работниксем, тухтăрсем, ял тăрăхĕсен ĕçченĕ-сем тĕрĕслесех тăраççĕ. Нумай чухне çакнашкал килсенче е ашшĕ, е амăшĕ ỹсĕр. Ачасем валли апат та пĕçермен, килте çăкăр та çук. Ывăлĕ-хĕрĕ шкулта мĕнле вĕренни те кăсăклантармасть вĕсене. Пĕр хĕрарăм, сăмахран, ачин класс ертỹçи кам пулнине те пĕлмест. Хăй вара шкулта тăтăшах пулатăп тесе ĕнентерме тăрăшать, ачи сивĕ пỹртре ĕнтĕркенине пытарать. Ỹсĕр амăшĕн кăмака хутма та вăхăт çук иккен - хăй эрехпе "ăшăнать". Комисси членĕсем эрех-сăра сутас ĕçе тĕрĕслесе тăрассине вăйлатас, тимлĕхре тытас ыйтусене те хускатрĕç. Хăш-пĕр суту-илỹ точкисенче эрехе ярса пама çеç юрать, киле е урама парса яма юрамасть. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем вара пулкалаççĕ. Комисси юлашкинчен çакнашкал пĕтĕмлетỹ турĕ: йывăр çемьесемпе, ỹсĕрле преступленисем тăвассине чарса лартассипе, эрех-сăрапа ашкăнакансене хирĕç кĕрешессипе малашне те çине тăрса ĕçлемелле.
С.ЕГОРОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.