Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхсен тăванлăхĕ вăй парать пире

22 ноября 2014 г.

Шăмăршă пасарне килсен ĕлĕкхи туссемпе тĕл пулатăн тĕл пулатăнах. Акă Михаил Иванович Захаров - нумай çул хушши Шăмăршă совхозĕн директорĕ, районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пулнăскер - унчченхи пекех чунне уçса калаçать. Иксĕмĕр те чăвашла сăмахлатпăр. Тепĕр юлташ - вырăс çынни Петр Михайлович Ермолаев - ял хуçалăх управленийĕнче тĕп экономистра, унтан почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕ. Унпа та ĕлĕкхине аса илсе калаçса тăтăмăр. Ирçе çынни, ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче ĕçленĕ Юрий Михайлович Фролов та таçтан палласа алă пачĕ. Туссемпе тĕл пулни кăмăла çĕклет, пурăнма вăй-хăват парать. Манăн юлташсем хушшинче тутарсем те, чăвашсем те, вырăссем те, ирçесем те пур. Хамăн ачасемпе мăнуксене те эпĕ тĕрлĕ халăх çыннисемпе туслă пурăнма вĕрентетĕп. Пирĕн çĕршыв мĕн ĕмĕртен туслăхпа вăйлă пулнă, çак хăватлă вăй пире иртнĕ вăрçăра ирсĕр тăшмана çапса аркатма пулăшрĕ. Пирĕн, аслă ăру çыннисен, çамрăксене интернационалла воспитани парасси çине тимлĕ пăхмалла. Эпир - тĕрлĕ халăх çыннисем - пурте Тăван çĕршыв ачисем. Çĕршыва аннене юратнă пек юратмалла, кирлĕ пулсан, ăна кăкăрпа хỹтĕлеме хатĕр тăмалла.

С.АЛТЫНБАЕВ, ĕç ветеранĕ. Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика