Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Модернизаци çулĕпе

22 ноября 2014 г.

Модернизаци çулĕпе

Халĕ ача сачĕ те пуçламăш шкул пекех. Анчах унта ĕçлекенсен ĕçне пĕрре те çăмăл теме çук. Çакăнпа Шăмăршăри "Сказка" ача сачĕн ертỹçи Л.Сабанова та килĕшет. - Любовь Михайловна, халĕ патшалăх вĕрентỹ стандартне çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки сахал мар калаçаççĕ. - Калаçу - калаçупа. Эпир вара ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Пепкесене шкула каяс умĕнхи пĕлỹ, хăнăхтарусем пама пирĕн условисем çителĕклех. Садик хăтлă çуртра вырнаçнă. Пирĕн ĕçпе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Ачасем те садика хаваспах çỹреççĕ. - Ăнланатпăр-ха: ачасемпе ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар - хăвăн та ача пулмалла теççĕ... - Ку ĕçе ачасене шанса пани вырăнсăр тенĕ пулăттăм. Тĕпрен илсен, пирĕн патăмăрта ытларах çамрăксем ĕçлеççĕ - вĕсен вăтам çулĕ вăтăр çултан ытла мар. Хальхи вăхăтра садикра пилĕк ушкăн, пĕтĕмпе -118 ача. - Калама кăна вĕт... - Паллах, нумай ĕçлеме тивет. Пирĕн штатра - çирĕм икĕ çын: вунă педагог, логопед тата ыттисем те. Вĕсенчен кашниех ятарлă пĕлỹ илнĕ, тивĕçлĕ квалификаципе категорисем пур. Педагогсен вăтам ĕç стажĕ - тăватă çул çурă. - Любовь Михайловна, ачасене вĕрентесси çинче чарăнса тăрар-ха. - Вĕрентỹ процесĕ ятарлă программăпа пулса пырать. Тепĕр самант: ачасен аталанăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Тĕрлĕрен мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр, призлă вырăнсене те йышăнатпăр. Пирĕн тĕллев - ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси. - Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушман-ха та... - Вăрттăнлăх мар: вăтам ĕç укçи вăтамран вун сакăр пин тенкĕ. Нумаях мар та - мĕн пуррипе çырлахма тивет. - Выртан каска мăкланать теççĕ... - Пирĕн кун пекки çук. Кăçал кăна виçĕ педагог аттестаци витĕр тухса пĕрремĕш категориллĕ специалистсем пулса тăчĕç. Тăватă çын аслă пĕлỹллĕ, виçĕ çын аслă шкулсенче хăйсен пĕлĕвне ỹстерет.

В.МИХАЙЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика