Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусство шкулне - чаплă аккордеон

22 ноября 2014 г.

Республикăра "Чăваш Енри пултаруллă ачасем" фестиваль иртнĕ май ноябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ачасен искусство тата музыка шкулĕсене музыка инструменчĕсем илмелли сертификатсем панă. ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе Культура çулталăкĕнче республика бюджетĕнчен шкулсем валли музыка инструменчĕсем туянма 2 миллион та 481 пин тенкĕ уйăрнă. Раççей Культура министерствинчен те çавăн чухлех параççĕ. Çапла вара юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут Чăваш Енри ачасен музыка, искусство шкулĕсем паха тата хаклă йышши çĕнĕ 100 инструмент илнĕ. Çак шутра Шăмăршăри ачасен искусство шкулне "Weltmeisterachat - 80" аккордеон парнеленĕ. Республика Правительстви хушма пĕлỹ паракан шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетмешкĕн малашне те пулăшма шантарать.

Т.ЯКОВЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика