22 ноября 2014 г.
Кăçал Чăваш Енри студентсен строительство отрячĕсен юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. 1959 çулта çуллахи каникул вăхăтĕнче М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав Патшалăх университечĕн 339 студенчĕ Çурçĕр-Казахстан облаçĕнчи çерем çĕрсене уçма тухса кайнă. Шăпах çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ ССО юхăмĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра, 70-мĕш çулсенче студентсен отрядĕнче пулма тỹр килчĕ. Халĕ отряд ятне те астумастăп. Эпир Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ çывăхĕнче "Дружба" сысна комплексĕ тунă çĕре хутшăннăччĕ. 24 пин пуç вырнаçмалăх комплексчĕ вăл. ССОра халĕ Патшалăх Канашĕн депутатĕнче тăрăшакан Петр Краснов та пурччĕ. Вăл паянхи пекех хастар та маттурччĕ. Çавăнта унпа çывăх туслашрăмăр. Пирĕн туслăх паян та çирĕп. Пĕр-пĕрне курсан яланах алă паратпăр. Студентсен отрячĕсем пире яланах пĕтĕçтернĕ, туслаштарнă. ССОри сăнỹкерчĕксене пăхатăп та çамрăклăха аса илетĕп. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тупăннă-ши? Эпир, каччăсем, ĕç вырăнĕнчен пуçласа пурăнакан тĕле çуран чупаттăмăр. 3-4 çухрăма нимĕн те мар парăнтараттăмăр. Пирĕнпе пĕрле отрядра вырăс хĕрĕсем те пурччĕ. Астăватăп: пĕр кахалраххин алли яланах тап-тасаччĕ. Çавăнпа ăна яланах çăмарта ăшалаттараттăмăр. ССОра 240 тенкĕ ĕçлесе илме пултартăм. Ун чухне çакă пысăк укçаччĕ. Эпĕ аппа патĕнче хваттерте пурăнаттăм. Пĕтĕм укçана ăна патăм. Вăл перекетлĕ тытнă ĕнтĕ. Кирлĕ чухне мана панă. Эпир тунă сысна комплексĕ халĕ пур е çук - ăна пĕлместĕп. Çав тăрăха питĕ кайса курас, çамрăклăха аса илес килет.
В.УГАРИН, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.