22 ноября 2014 г.
Юлашки кунсенче çанталăк кăштах сивĕтрĕ пулин те, çырмари тата пĕвери пăр çав-çавах çỹхе-ха. Çавăнпа та пăр çине кĕме пачах та юрамасть. Çыншăн хăрушă ан пултăр тесен, пăр хулăнăшĕ сахалтан та 10 сантиметртан, нумайăн ярăннă чухне 25 сантиметртан çỹхе пулмалла мар. Пăр çине кун тĕттĕмленсен е каçхине кĕмелле мар. Ун çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслени те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене хăйсем тĕллĕн пăр çине ярăнма ан ярăр, вĕсене хăрушлăх пирки аса илтерсех тăрăр!
Районта чрезвычайлă лару-тăру пуласран асăрханас тĕллевпе ĕçлекен комисси.