22 ноября 2014 г.
Пирус туртни пуриншĕн те сиенлĕ. Уйрăмах пирус ачасемпе çитĕнсе çитмен çамрăксемшĕн хăрушă. Вĕсен çирĕпленсе çитмен организмĕ пирус сĕрĕмĕнчи вăйлă наркăмăша - никотина - питĕ хăвăрт туять. Пирус туртакан çын никотинсăр пуçне тата темĕн чухлĕ япала сывласа илет: сĕрĕм, синильнăй кислота, мышьяк, углерод окиçĕ, рак чирне пуçарса яракан канцероген тата наркăмăшлă ытти япаласем. Пирус туртакан ачасен шучĕпе Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çĕршыври ачасемпе çул çитменнисенчен 33 проценчĕ пĕрмаях пирус туртать. Табак туртни çулсерен пилĕкшер миллион çынна вĕлерет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ Раççейре ирттернĕ "Шкул ачисен сывлăхĕ тата вĕсем сывлăх сферинче хăйсене тыткалани" тĕпчев хыççăн çакăн пек ỹкерчĕк тухса тăнă: 15 çулхи арçын ачасенчен 20 проценчĕ пĕрмай пирус туртать, хĕр ачасем - 14 процент. Сăнанă тăрăх, Раççейре арçын ачасенчен ытларахăшĕ 14 çулта туртма пуçлать, хĕр ачасем - 13-16 çулсенче. 15 çулта пирус туртма пуçланă çынсем 25 çулта пуçланисенчен ỹпке ракĕпе 5 хут ытларах вилеççĕ. Никотин тумламĕ лашана вĕлерет теççĕ. Тĕрĕсрех каласан, никотинăн пĕр тумламĕ виçĕ лашана вĕлерме çитет. Çыншăн çак вилĕм дози мĕнлерех-ши? Çитĕннисемшĕн - тỹрех пĕр пачка пирус туртни, çул çитменнисене "леш тĕнчене" лекме вара çур пачка та çителĕклех. Çул çитмен ача 2-3 сигарет туртсанах вилсе кайнă тĕслĕхсем те пур историре, мĕншĕн тесен пурнăçшăн кирлĕ центрсем наркăмăшланнипе тăруках чĕре чарăнса ларнă. Енчен те туртма пуçланă пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр пăрахăр çак сиенлĕ йăлана. Пирус туртни сывлăхшăн çав тери сиенлĕ пулнине ăнланăр. Сигаретран сивĕнме çăмăл мар пулсан та çăлăнма май пур. Çак йĕркесене пăхăнни пулăшма пултарать: 1. Сигарет туртма пăрахмалли куна палăртса хурăр. 2. Хăвăра малтанхи кунсенче чĕлĕм шухăшĕнчен пăрма пултаракан ĕçсем палăртăр. 3. Сигаретпа çыхăннă япаласене курăнмалла мар пытарса хурăр. 4. Ытларах хускалăр, тренажер залне кайăр, уçăлса çỹрĕр, шывра ишĕр. 5. Вăхăтлăха кулленхи йĕркесене улăштарăр, кашни ир ĕçе кайнă чух çула май сигарет туянма хăнăхнă пулсан урăх маршрут суйласа илĕр. 6. Оптимист пулăр, никотинран сивĕннĕ чухнехи туйăмсем кăмăллах мар, анчах вĕсем сирĕн организм сывалса пынине палăртаççĕ. Пĕр-икĕ эрнерен канăçсăрлăх иртет. 7. Каллех туртма сăлтав ан шырăр, стресс е уяв кивĕ йăла патне таврăнмаллине пĕлтермеççĕ, çăвара пĕр сигарет кăна хыпсан та алă иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ... патнелле туртăнатех. 8. Хăвăра савăнтарăр. Малтан сигарет илме тăкакланă укçапа кăмăл туртакан япала туянăр. Сигаретран ирĕклĕ кашни кун сывлăхăра, çемйĕре, пурлăхăра усă кỹнине асра тытăр, çĕнĕ пурнăç пуçлăр. Тĕнче мĕн тери илемлĕ! Сигаретсăр пурнăç мĕн тери ырă!
А.Анчунова,нарколог.