Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садиксем, шалу, хаксем…

26 ноября 2014 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 24-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Малтанах вăл çĕнĕ ача сачĕсен строительствипе кăсăкланнă, ку енĕпе Раççей Президенчĕн указĕсене пурнăçламаллине аса илтернĕ. Вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - планланă 15 садикрен паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, ыттисенче ĕçсем пыраççĕ. Хăш-пĕр объектра çивĕчлĕх пур, çапах çулталăк вĕçлениччен ача сачĕсем пурте хута кайĕç. Педагогика ĕçченĕсен шалăвĕн ыйтăвне çĕкленĕ. Владимир Иванов министр 2012 çултанпа вĕрентекенсен шалăвне ерипен пысăклатса пынине палăртнă. 2013 çулхи 4-мĕш кварталта воспитательсен тата учительсен ĕç укçи 20306 тата 23483 тенкĕ таран ỹснĕ. Кăçалхи 1-мĕш квартал планне çулталăк пуçламăшĕнче педагогсен шалăвне тăруках чакарма юраманнине, çавăн пекех республикăри вăтам ĕç укçин прогноз шайне (çулталăк пуçламăшĕнче вăл 22177 тенкĕ пулнă) кура палăртнă. Çапла вара 1-мĕш кварталта ача сачĕсен педагогĕсен вăтам шалăвĕ 19660 текĕпе танлашнă, шкулсен педагогĕсен - 21445 тенкĕпе. Кайран ĕç укçин шайне республикăри вăтам шалăвăн прогноз шайне (октябрьтен тытăнса ăна 21250 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ) кура тỹрлетỹсем кĕртсе палăртнă. Михаил Игнатьев çынсемпе ăнлантару ĕçне ирттермеллине, 2011 çулта подагогсен ĕç укçи экономикăри вăтам шайран мĕнлерех юлса пынине кăтартмаллине палăртнă. Канашлура республика пурнăçĕнчи ытти хăш-пĕр ыйтусене те пăхса тухнă.

Д.ВОЛКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика