26 ноября 2014 г.
Çак кунсенче Васанти краеведени халăх музейĕнче Пĕтĕм Раççейри Призывник кунне ирттернĕ. Ăна пирĕн çĕр-шывра 1992 çултанпа уявлаççĕ. Васан ял тăрăхĕнчен кĕрхи призыва пиллĕкĕн юрăхлă иккен: Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи Евгенийпе Алексей Самаринсем, Вячеслав Погашов, Васан ялĕнчи Евгений Гордеев, Ярăслав ялĕнчи Николай Краснов. Çак уява Шăмăршри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти 7 класра вĕренекен кадетсем патриотла юрăпа уçнă. Призывник кунне килнисене музей директорĕ Г.Ларшников салтака ăсатнин йăли-йĕркипе паллаштарнă. Ун хыççăн сăмах Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн сотрудникне П.Иванова панă. Вăл пулас салтаксене саламланă. "Салтакра пулнă çамрăк каччăсем яланах хисепре. Вĕсене сума сунă, хаклаççĕ те. Уйрăмах Чăваш Республикинчен килнĕ салтаксем хисепре", - тесе пуçланă хăйĕн сăмахне Васан шкулĕнче вĕренсе тухнă, паянхи кун Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинчи наркобизнеса хирĕç кĕрешекен ятарлă уйрăмăн сотрудникĕ Алексей Петров подполковник. Пĕтĕм Раççейри Призывник кунне Чечен вăрçинче çапăçнă, Паттăрлăх орденне тивĕç пулнă Геннадий Семенов, Афган вăрçинче пулнă воин- интернационалист Геннадий Ельцов та килмесĕр пултарайман. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе салтака каякан каччăн хулпуççийĕ çине ал шăлли çакнă. Нина Архиповапа Светлана Егорова вĕрентекенсем те çамрăк каччăсене: "Çак ал шăллипе укçана салтакран таврăнсан каялла тавăрса памалла пултăр", - тесе пехилленĕ. Чăннипех те салтака ăсатнин кашни йăли-йĕркине туса ирттернĕ çак кун Васанти краеведени халăх музейĕнче. Пулас салтаксене ашшĕ-амăшĕ, Кивĕ Шăмăршăри чиркỹ настоятелĕ Зосима атте иеромонах кĕлĕ вуласа пилленĕ.
А.ЛАРШНИКОВА.