26 ноября 2014 г.
Выльăх усраман çынна ялта хисеплесех каймаççĕ, "ỹркенет, кахал" тесе хаклаççĕ. Ĕне, сурăх, сысна усрасан, пыл хурчĕсем ĕрчетсен укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пулать, сĕтел те апат-çимĕçрен татăк тăмасть. Чукал ял тăрăхĕнчи виçĕ ялта пурăнакансем килти хушма хуçалăхра 489 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра сăвăнакан ĕнесем - 264), 400 пуçа яхăн сысна, 600 пуçа яхăн сурăхпа качака, 38 пуç лаша усраççĕ. Юлашки çулсенче кролик ĕрчетекенсем те нумайланнă. Хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă. Вăрман тăрăхĕнче пыл хурчĕсем ĕрчетмесĕр епле пурăнăн-ха? Утарçăсем вĕлле çемйисен шутне тĕп-тĕрĕс каламаççĕ пулин те, шута илнисем 150 çемье ытла. Яков Бибуков, Алексей Храмов, Михаил Ильичев, Сергей Шепейкин, Юрий Симурзин, Сергей Ильичев, Яков Храмов, Сергей Лукьянов, Валерий Безруков, Иван Ильичев, Петр Угарин, Валерий Угарин килти хуçалăхра икшер пуç ĕне усрани çинчен пĕлтерчĕç. Кăçалхи кăтартусене пĕтĕмлетме иртерех-ха, çавăнпа та мана пĕлтĕр килти хуçалăхсенче мĕн чухлĕ ял хуçалăх продукчĕ туса илни интереслентерчĕ. Сахал теме çук: аш-какай - 280 тонна, сĕт - 1078 тонна, çĕр улми - 1530 тонна, пахча-çимĕç - 172 тонна, сахăр чĕкĕнтĕрĕ - 140 тонна. Чукалта районта чăн малтисен шутĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Валерий Симурзин ĕçлесе пурăнать. Хăйне çирĕплетсе панă 282 гектар çĕрпе чăн-чăн хресчен пек тирпейлĕ усă курать Валерий Николаевич. Çанталăкăн кăткăс условийĕсене пăхмасăр (Чукал енче май уйăхĕнченпе пĕрре те йĕркеллĕ çумăр çуман), фермер гектар пуçне çĕр пăт тырă пуçтарса кĕртме пултарнă. 35 гектар çĕр улми çитĕнтернĕ, гектартан 140-шер центнер тухăç илнĕ. - Чунтан тăрăшса ĕçлесен, ялта та начар мар пурăнма пулать, - тет Валерий Симурзин. - Ĕне усрасан - сĕтне сутатăн, вăкăр е сысна усрасан - какайне хапăл тусах туянаççĕ. Эпĕ сире пĕр цифра çеç илсе кăтартам: ял çыннисен çурчĕсенче 172 компьютер пур, пурне те тенĕ пекех Интернетпа çыхăнтарнă. Çамрăксем мобильнăй Интернетпа анлăн усă кураççĕ. Спутник антеннисем вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа каласан, Чукал халăхĕ ытти ялсемпе танлаштарсан пĕрре те начар пурăнмасть. Паллах, ĕçчен çынсем пирки калатăп. Ỹркенсен, кахаллансан, патшалăх пулăшасса кĕтсе ларсан нихăçан та ытлă-çитлĕ пурăнаймăн. Çынна ĕç илем кỹрет, çакна манмалла мар. Валерий Николаевичăн сăмахĕпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. "Ĕç - пурнăç тыткăччи", - тесе ахаль каламан вĕт-ха ĕлĕкхи ватăсем.
И.АНАТКАС.